25 апреля 2009 г.
Амăшĕн капиталне çурт-йĕр çавăрма илнĕ кредит парăмне татас ыйтупа РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмне 1000 ытла заявлени панă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 700-ĕшĕн ыйтăвне татса панă, вĕсем пĕтĕмпе 201 млн тенке тивĕçмелле. Саккунпа килĕшỹллĕн, заявление пăхса тухма пĕр уйăх уйăраççĕ. Ăна ăнăçлă татса панă пулсан икĕ уйăх иртиччен амăшĕн капиталĕн укçине банка кредитшăн тỹлеме куçармалла. Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ амăшĕн капиталĕн укçине çурт-йĕр кредичĕн парăмне татмашкăн куçарма пуçланă. Паянхи кун тĕлне 204 заемщик счечĕ çине яма 55 млн тенкĕ уйăрнă. "Тỹлевĕн пĕрремĕш списокне лекнисем _ амăшĕн капиталĕпе усă курас тĕллевпе çырнă заявленисене нарăс уйăхĕнче ăнăçлăн татса панисен хуçисем, _ пĕлтернĕ республикăри уйрăм управляющийĕ Роза Кондратьева. _ Саккунпа килĕшỹллĕн, укçана виçĕ кунра банкри счет çине куçаратпăр. Пуш уйăхĕнче тишкернĕ заявленисем тăрăх 540 заемщик тĕлĕшпе татăклă йышăну туса çу уйăхĕн пуçламăшĕнче укçа куçарма палăртнă. РФ Пенси фончĕ ачаллă çемьесене пулăшас _ амăшĕн капиталĕн сертификатне парас тата унпа усă курас енĕпе хăйĕн обязательствисене палăртнă вăхăтра пурнăçлать". Аса илтеретпĕр: саккунпа килĕшỹллĕн 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн укçине çурт-йĕр туянма е ăна тума илнĕ кредитăн (çав шутра ипотекăн), заемăн тĕп парăмне, унăн пухăнакан проценчĕсене татмашкăн хывма юрать. 2010 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен çирĕплетнĕ мĕнпур кредит килĕшĕвĕ тăрăх патшалăх уйăракан укçапа ача виçĕ çул тултаричченех усă курма юрать. 2007 çултанпа пирĕн республикăра амăшĕн капиталĕн 11,5 пин сертификатне панă, çав шутра пирĕн районта 254. Патшалăх пулăшăвĕн виçи хальхи вăхăтра 299731 тенкĕ те 25 пуспа танлашать. Асăннă тỹлевпе çыхăннă ыйтусене Пенси фончĕн районти управленине 2-59-90, 2-53-56 телефонсемпе шăнкăравласа уçăмлатма май пур.