25 апреля 2009 г.
Вĕçен кайăксене халалласа Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн 6-мĕш класс ачисем кĕнекесен выставкине йĕркелерĕç, "Вĕçен кайăксем _ пирĕн туссем" хаçат кăларчĕç, "Кайăксене нумай пĕлекен", "Шăнкăрч йăви" конкурссенче тупăшрĕç. Çунатлă туссене юратса концерт лартса пачĕç. Пĕр эрнере вĕренекенсем 17 çĕнĕ шăнкăрч йăви ăсталарĕç, 34-шне тасатса юсарĕç. Пуринчен те пултаруллисем _ Ольга Никифорова (2-мĕш класс), Светлана Фомкина (4-мĕш класс). Вĕсем "Шăнкăрч йăви" конкурсра малти вырăнсене йышăнчĕç. Оксана Львова (5-мĕш класс), Павел Галкин (9-мĕш класс), Николай Казаков (9-мĕш класс) çунатлă туссем çинчен питĕ нумай вулаççĕ, вĕсемех çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Евгений Малов, Наташа Евстафьева, Кристина Лазарева юрланă юрăсем чĕрене тыткăнлаççĕ, "Матроссен ташши" асăмра нумайлăха тăрса юлчĕ. Уйрăмах А.Пахмутован "Просьба" юрри куççуль кăларать.