22 апреля 2009 г.
Юр ирĕлсе пĕтрĕ, тавралăх ешерме пуçларĕ. Хĕл кунĕсем иртнĕ хыççăн велосипед утланса ярăнса çỹресси мĕн тери пысăк савăнăç. Анчах сирĕн ача велосипедпа çỹренĕ май çул-йĕрĕн ансат правилисене, тĕрлĕ лару-тăрура хăйне мĕнле тытмаллине пĕлет-и-ха? Кустăрмаллă урхамахпа урама кăларса ярас умĕн ачана çул çỹремелли правилăсене ăнлантармаллах. Вĕсем йышлă мар, астуса юлма йывăрах мар. Велосипедпа çул-йĕр çинче мар, ятарлă лаптăксенче, ытти транспорт хатĕрĕсем çỹремен лăпкăрах вырăнсенче ярăнса çỹремелле. Ачасен велосипедпа çỹренĕ чух çапла тума юраманнине асрах тытмалла: çул çинче пĕр-пĕринпе ăмăртма е велосипедпа ярăнма вĕренме, руле вĕçертсе çỹреме, иртсе пыракан автомобильрен е тепĕр велосипедран çакланса çỹреме, велосипеда тытса пыма чăрмантаракан е сулахаялла-сылтăмалла 0,5 метр ытларах тухса тăракан япаласем илсе çỹреме. Юлашки вăхăтра скутерсемпе çỹрекенсем те йышланса пыраççĕ. Вĕсене вара мотошлемсем тăхăнма сĕнесшĕн. Пурте пĕлетпĕр, тĕрлĕ пĕлỹ-хăнăху ача чухнех çирĕпленет. Пĕчĕкскерсемшĕн шăпах ашшĕ-амăшĕн, аслисен тĕслĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ-амăшĕ урамра хăйне мĕнле тытать _ вĕсен ачисем те çаплах пулĕç. Акă мĕншĕн аслисен чи малтан хăйсен çул-йĕр плавилисене çирĕп пăхăнмалла. Паллах, водительсен те çул-йĕр çинче яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла.