22 апреля 2009 г.
Ака уйăхĕнче ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ кăçалхи 3 уйăх итогĕсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Яковлев, район пуçлăхĕ Н.Миллин, район прокурорĕ Н.Муллин, Елчĕк район сучĕн судйи А.Филиппов хутшăнчĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕ преступленисене пỹлес, вĕсен сăлтавĕсене уçса парас, халăха тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хỹтĕлес тĕллевпе çулсеренех сахал мар ĕç пурнăçлать. Çак тĕллевпех "Транспорт _ гараж", "Шырав", "Динамит _ баланс", "Пасар", "Контрафакт" тата ытти тĕрлĕ операцисем йĕркелеççĕ. Ял хуçалăх пурлăхне сыхлас тĕллевлĕ рейдсен, ытти мероприятисен те витĕмĕ пысăк. Çапах та 2009 çулхи 3 уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ ỹсни пăшăрхантарать, милици ĕçченĕсене тата та сыхăрах пулма хистет. Кăçал районта пĕтĕмпе 71 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çулхи 3 уйăхра _ 41). Ĕçлеменнисем тунă преступленисем 25 тĕслĕх таран ỹснĕ. Асăннă преступленисен ỹсĕмне тĕнчере хуçаланакан кризиса пула чылайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлнипе те çыхăнтармалла пуль. Çакă йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене профилактика енĕпе ытларах ĕçлеме ыйтать. Уйрăмах йывăр преступлени тăвасси 1 тĕслĕх чакнă пулсан, йывăр преступленисен шучĕ 3 ỹснĕ. Ỹснисен шутĕнче çавăн пекех ушкăнпа (3 тĕслĕх таран) тунă преступленисем. Иртнĕ çулхи 1-мĕш кварталта çаратнă, теприн сывлăхне ятарласа сиен кỹнĕ пĕр тĕслĕх те регистрацилемен пулсан, кăçал пĕрремĕшĕ 1 тĕслĕх, тепри 4 тĕслĕх таран нумайланнă. Ушкăнпа тунă преступление иртнĕ çул 1 тĕслĕх шута илнĕ, кăçал вăл 4 тĕслĕхпе танлашнă. Чакнисен шутĕнче _ ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисем (кăçал _ 2, пĕлтĕр _ 10). Çынна вĕлерессипе çыхăннă преступлени 2 тĕслĕх таран, ỹсĕрле е маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă преступленисем пĕрер тĕслĕх чакнă. Çул çитменнисем преступлени çулĕ çине тăманни савăнтарать, паллах. Кунта шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени инспекторĕсем, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем профилактика енĕпе çине тăрса вăй хунине те палăртмалла. Пĕлтĕр преступленисене уçса парасси 83,9, кăçал 98,4 процентпа танлашнă. Шырав тата тĕпчев ĕçне вăйлатни сотрудниксем витĕмлĕрех ĕçленине çирĕплетет. Елчĕк, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче ытларах преступлени туни паллă. Пĕлтĕр административлă право йĕркине пăснăшăн 885 çынна айăпланă пулсан, кăçал 1276 çыннăн çак майпа явап тытма тивнĕ. Çул-йĕр правилисене пăсакансен, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹрекенсен йышĕ çав-çавах пысăк-ха. Спирт, сăмакун таврашне саккуна пăсса сутнăшăн пĕлтĕр 6, кăçал 5 çынна айăпланă. Канашлăва хутшăннисем паянхи лару-тăрупа çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин сотрудниксен пултарулăхĕпе витĕмлĕхĕ ỹссе пынине, профилактикăна вăйлатас, йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçре общественноçпа тата та тачăрах çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ. Министрăн пĕр-ремĕш çумĕ В.Яковлев республикăри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Паянхи лару-тăрăва лăпкăлăхра тытасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси кашни сотрудникăн тимлĕхĕнчен, ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пынинчен, вĕсем яваплăха туйса ĕçленинчен килнине каларĕ. Канашлăва В.Волков пĕтĕмлетрĕ. 2009 çулта преступленисен çулне пỹлес, вĕсене уçса парас ĕçре тата та тăрăшмаллине, халăх хушшинче ăнлантару тата профилактика ĕçĕсене пурнăçлассинче хастарлăха ỹстермеллине палăртрĕ.