22 апреля 2009 г.
Раççей Пенси фончĕ регионсенчи уйрăмсем хушшинчи конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кунта Чăваш Енри уйрăм "Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн 2008 çулхи лидерĕ" тата "Федераци округĕнчи чи лайăх уйрăм" ятсене тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ те чи лайăххисен йышĕнче. Конкурсра иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕн 26 кăтартăвне шута илнĕ: çынсен пенси виçисене вăхăтра палăртни, вĕсен ыйтăвĕсене кĕске срокра пăхса тухни, страховани тỹлевĕсене вăхăтра тỹрлеттерни, парăмсене чакарни тата ытти те. Çавăн пекех ревизи результачĕсене, пилот программисене хутшăннине те шута илнĕ. Юлашки 2 çулта Чăваш Енри пенси службине Атăлçи федераци округĕнче чи лайăххи, 2007 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççейре виççĕмĕш вырăнта тесе йышăннă. "Çитĕнỹсене палăртнă май, регион уйрăмлăхĕсене шута илмелле, _ палăртнă Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçи Роза Кондратьева. _ Чăваш Республики çурт-йĕр хăпартас, информаци технологи-йĕсене аталантарас, приоритетлă наци проекчĕсене ĕçе кĕртес енĕпе малта пырать. Çаксем Пенси фончĕ умĕнче тăракан тĕллевсене те татса пама май параççĕ. Çуртсем çĕкленеççĕ, республикăри çурт-йĕр программи пур, ипотека кредичĕ аталанать _ амăшĕн капиталне çурт-йĕр кредитне саплаштарма яма условисем пур. Çапах та "Электронлă Раççей" программăна республикăра пурнăçа кĕртни лайăх. Çакă электронлă документсен çаврăнăшне аталантарать, çак сферăра республика правительстви те пулăшать. Пенси фончĕ 5 тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртрĕ. Вĕсенчен чи ла-йăххи _ Интернет урлă страховательсемпе документсен çаврăнăшне йĕркелени. Ку енĕпе Чăваш Енри пенси служби ĕçченĕсем чи малтисем".