22 апреля 2009 г.
Ыран, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче Александр Васильевăн концерчĕ иртнине хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Юррисемпе чуна канăçлăх, лăпкăлăх кỹрекен, ачалăхпа çамрăклăха куç умне кăларакан юрăçа Елчĕксем килĕштерни те вăрттăнлăх мар. "Хăшĕ-пĕрисем пек çухăрашмасть вăл. Унăн юррисемпе шухăша путатăн, таçта шалта пытаннă ырă ту-йăмсем те çĕнĕрен вăранаççĕ, куç умне анне-атте сăн-пичĕ, ытарайми тăван ял тухса тăрать", _ тенине илтетĕн вара ун пирки сăмах пуçарсан. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ "Ĕмĕтри савни" юрăсен пуххине кăларчĕ. Çĕре яхăн юрă тата караоке кĕртнĕ унта. Çĕнĕ юрăсем йышлă. Юрăçпа тĕл пулнă май кĕскен кун-çулĕпе паллаштарма ыйтрăмăр. _ Эсир Сĕнтĕрвăрри районĕнчен пулнине пĕлетпĕр-ха... _ Çапла, çак районти Йĕрĕхçырми ялĕнче нумай ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Пилĕк пĕр тăван эпир аннепе аттен. Пурте ялта хунав янă. Ял сывлăшĕсĕр пурăнаймастпăр. _ Эсир те-и? _ Эпир Кỹкеç поселокĕнче пурăнатпăр. Хамăр хуçалăхпа. 12 сотка çĕр те пур пирĕн. Çĕр улмине те, пахча çимĕçне те хамăр туса илетпĕр. _ Çемье пысăк-и сирĕн? _ Валентина мăшăрăмпа икĕ хĕр ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Таня экономиста вĕренсе тухрĕ, Катя _ товароведа. Пирĕн çулталăкри Настя мăнукăмăр пур. Кукаç пулса тăни епле пысăк телей иккенне туйса илтĕм. _ Александр Михайлович, халĕ сирĕн хăвăрăн бизнес тенине илтнĕ... _ Çапла, çемьепе пĕчĕк бизнеспа аппаланатпăр. Паян юрланипе çеç пурăнма йывăртарах. _ Сирĕн репертуар анлă. Камсемпе ытларах ĕçлетĕр? _ Уйрăмах С.Толстов, Р.Иванов, А.Никитин, Н.Заводскова юррисене юрлама килĕшет. Атте-анне, тăван ял, юрату çинчен, чăваш халăх юррисем чуна ăшăтаççĕ, пурăнма вăй-хал хушаççĕ. _ Хăвăр та юрăсем çыратăр пулĕ? _ Хам çырнă юрăсем те сахал мар. Пурнăç çинчен çырнă юрă-кĕвĕ ял çыннине уйрăмах килĕшет. Яла "чăваш кăвапи" теççĕ. _ Александр, мĕн сунатăр Елчĕкĕн пултаруллă çыннисене? _ Елчĕк çĕрĕ тăрăшуллă, ĕçчен çынсемпе пуян. Кирек мĕнле ĕçре те пултараççĕ вĕсем, каппайлăх çук вĕсенче. Хĕрарăмсене вара арçынсене ытларах юратма сунатăп. Ачашрах, çепĕçрех пулăр. Эсир вĕт пурнăçа тытса пыракансем. Юратăр арçынсене. Чĕрере юрату пулсан пурнăç ырă та тату.