22 апреля 2009 г.
Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Канашлу район пуçлăхĕ Н.Миллин шăмат кун республикăн кăнтăр районĕсенче, çав шутра пирĕн район территорийĕпе те вăйлă çил-тăвăл иртни çинчен пĕлтернинчен пуçланчĕ. Тĕплĕнрех çакăн çинчен районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен штаб начальникĕ А.Клементьев каласа пачĕ. Район центрĕнчи универмагăн çутă хĕç тимĕртен витнĕ çи витти, конструкцийĕ, пурĕ 677 тăваткал метр, пĕтĕмпех арканнă. Малтан шутласа пăхнă тăрăх тăкак 500 пин тенкĕрен кая мар. Çил-тăвăл Елчĕкри Юбилей урамĕнчи икĕ хутлă 15-мĕш çурта та сиенленĕ. 355 тăваткал метр çемçе çи виттине илсе ывăтнă. Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕн икĕ еннелле шыв юхмалли тăррăн пысăк пайне, хĕç тимĕр витнĕскере, çил-тăвăл юрăхсăра кăларнă. Ял тăрăхĕсенчи ялсенче çуртсемпе хуралтăсен тăррисене сирсе ывăтнă тĕслĕхсем чылай. Тепĕр куннех чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетсĕр ларăвне ирттернĕ. Унта малтанлăха шута илнĕ тăкаксене пĕтĕмлетнĕ, çил-тăвăл сиен кỹнĕ инкеке пĕтермелли майсене палăртнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, енчен те çурт тăррисене тунă тата юсанă чухне вĕсене лайăх çирĕплетнĕ, çыхнă пулсан сиен пĕчĕкрех пулма пултарнă. Çапах та çут çанталăк кỹнĕ инкек-синкеке, укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулсан та, васкавлă пĕтерме тăрăшмалла. Шăмат кунхи инкек района пĕр миллион тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Çакнашкал инкексем пирĕн тăрăхра кашни çул мар пулин те, тăтăш пулса иртеççĕ. Çакна шута илсе район пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен çулталăклăх бюджетне хатĕрленĕ чухне резерв фончĕсем пăхса хăварма сĕнчĕ. Вăйлă çил-тăвăл электричество линийĕсене те хăш-пĕр вырăнсенче сиенленĕ. Районти электричество сечĕн коллективĕ çанталăк лăплансанах линисене юсама тухнă, çав кунах пур çĕрте те электроэнерги парса тăрассине йĕркеленĕ. Район пуçлăхĕ унăн ертỹçине Ю.Хушкина тата коллектива çакăншăн тав турĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков иртнĕ эрнери криминаллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Мăнкун тĕпрен илсен пысăк инкек-синкексĕр иртсе кайнă. Çак тапхăрта право йĕркине пăснă 6 тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсем çемьери харкашупа, çапăçнипе çыхăннă. Районти пушар хуралĕн начальникĕ В.Михайлов районта пушар хăрушсăрлăхĕн лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра çỹп-çапа, хыт хурана çунтарнă чухне тимсĕр пулнипе тухнă пушарсенче Елчĕкри строительство организацийĕн йывăç карти, Чăваш Тăрăмĕнчи вăрман тăрăхĕ сиенленнĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.