18 апреля 2009 г.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула районти пултаруллă вĕренекенсем СССР космонавт-летчикĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа 80 çул, Х.М.Миначев академик çуралнăранпа 100 çул çитнине, СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов 80 çул тултарнине халалланă наукăпа практикăн 4-мĕш конференцине пуçтарăнчĕç. Унта Елчĕк район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, СССР халăх учителĕ П.Чернов, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ П.Смирнов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Шкулта мухтавлă юбилярсене халалласа стендсем йĕркеленĕ. Халăх музейĕн ертỹçи А.Смирнов мухтавлă ентешсен ĕçĕ-хĕлне палăртса анлă доклад турĕ. Петр Никифорович Чернов 1929 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вырăскассинче çуралнă. Ачалăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çулĕсенче иртнĕ. Аслисемпе тан ака-суха тума та, тыр-пул вырма та тивнĕ. Курнавăш шкулне 5-7 классене çỹренĕ. Унтан Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Малтанах Петр Никифорович учительсем хатĕрлекен институтра, каярахпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлỹ пухнă. Курнавăшра унăн вĕрентỹри ĕçĕ-хĕлĕ пуçланнă, кунти ачасене физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Малашлăхри çул-йĕрĕ пĕтĕмпех Елчĕкри вăтам шкулпа çыхăннă. 50 çул вăл ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ырми-канми вăй хунă. Директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор, РУНО методисчĕ пулса ĕçленĕ. Хăй вĕренсе тухнă, пуçласа кунта вĕрентнĕ çулсене Петр Никифорович Чернов ырăпа аса илчĕ, паянхи шкул ачисене тата вĕрентекенсене тĕл пулăва хисеплесе чĕннĕшĕн чĕререн тав турĕ, пурне те çирĕп сывлăхпа телей, ĕçре тата вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем тума сунчĕ. _ Паянхи шкул ачине чи малтанах ăслă-тăнлă пулни, çирĕп сывлăхлă тата тỹрĕ чунлă ỹсни малашлăхра та кирлĕ, _ тесе палăртрĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Кунтах нумай çул шкул директорĕнче тăрăшнă П.Смирнов хăйĕн аса илĕвĕнче А.Г.Николаев космоса вĕçнĕ тапхăрти самант çинчен каласа пачĕ, Х.Миначев академикпа курнăçнине аса илчĕ. Курнавăш шкул директорĕ П.Кузнецов хисеплĕ юбиляра чун-чĕререн саламларĕ, вăрăм кун-çул, телей сунчĕ, Тав хучĕпе чысларĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый наукăпа практика конференцине хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Конференци ĕçне 22 шкулти 256 ача хутшăнчĕ. Курнавăш, Елчĕк тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсенче вĕренекенсем ыттисенчен ытларах тĕпчев ĕçĕсем тăратрĕç. Пултаруллă вĕренекенсем 15 тĕрлĕ секцинче _ "Чăваш литератури", "Автор поэзийĕпе прози тата журналистика", "Тăван ен историйĕ", "Вырăс филологийĕ", "Математика", "Физика", "Истори" тата ытти ушкăнсене пайланса хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Чи хастаррисем вара Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене те палăртса хăварар: Р.Светопольская (10 класс, Курнавăш, "Чăваш литератури" секци), А.Шляпин (11 класс, Елчĕк, "Автор поэзийĕпе прози тата журналистика" секци), К.Краснова (7 класс, Çуткỹл, "Тăван ен историйĕ" секци). М.Корнилова (5 класс, Курнавăш, "Вырăс чĕлхипе литератури" секци), Д.Васильева (9 класс, Кивĕ Эйпеç, "Вырăс филологийĕ" секци), А.Борисова (8 класс, Кĕçĕн Таяпа, "Истори" секци), А.Курчина (8 класс, Курнавăш, "Математика" секци), Мария Корнилова (5 класс, Курнавăш, "Информатика" секци). А.Корнилова (11 класс, Курнавăш, "Хими" секци), З.Соловьева (11 класс, Аслă Елчĕк, "Акăлчан чĕлхи" секци), Л.Федотова, Н.Егорова, О.Петрова, К.Морозова (10 класс, Елчĕк, "Нимĕç чĕлхи" секци), Ю.Митрофанова (9 класс, Çирĕклĕ Шăхаль, "Биологипе экологи" секци), Е.Михайлова (8 класс, Энтепе, "Географи" секци), К.Смирнова (10 класс, Курнавăш, "Право тата обществознани" секци), В.Борисова (3 класс, Елчĕк, "Кĕçĕн классем" секци), Л.Мартышкина (4 класс, Курнавăш, "Кĕçĕн классем" секци).