Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлма вăхăт çук унăн

18 апреля 2009 г.

Ватăлма вăхăт çук унăн "Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ" ятсене, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне тивĕçнĕ Патреккелти Геннадий Арсентьевич Борисова районта çеç мар, республикипех лайăх пĕлеççĕ. Вăл ертсе пыракан халăх хорĕ çĕршывĕпех чапа тухнă. 38 çул каялла Шупашкарти музыка училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçланă та çак ĕçе, мĕн паянхи кунччен çанă тавăрса вăй хурать. Вăй-халĕ пĕрре те иксĕлмест, малашлăх планĕсем те пысăк. Халăх хорне ертсе пынипе çеç лăпланмасть, ачасене те мĕн пĕчĕкрен юрă-кĕвĕ, ташă илемне туйма вĕрентет. Вăл йĕркеленĕ ачасен "Шăпăрлан" хорĕ, "Алмаккай" фольклор ушкăнĕ те çулран-çул пысăк çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Маларах вокалпа инструментсен, кашăкçăсен ансамблĕсем йĕркеленĕ. Паян районти, республика шайĕнчи пĕр уяв та Патреккелсемсĕр иртмест. Пур çĕрте те кĕтнĕ хăнасем вĕсем. Ыран, Аслă Мăнкун кунĕнче, Г.Борисов утмăл çул тултарать. Чаплă та сумлă менелник умĕн мухтавлă юбилярпа утса тухнă анлă çулăн хăш-пĕр паллă саманчĕсем çинче чарăнса тăтăмăр. _ Геннадий Арсентьевич, пенсионер çулне çитнине сисетĕр-и? _ Хăвăрт, куç хупса иртет пурнăç çулĕ. Çапах та эпĕ чун-чĕрепе яланах вун çиччĕре. Ватăлма вăхăт çук (кулать). _ Ачалăхăн асамлă вăхăтне таврăнар-ха... _ Шкула кайичченех купăс калама вĕренес килетчĕ. Кỹршĕсен купăс пурччĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ Валера аван вылятчĕ унпа. Манăн та ăна тытса, тỹмисене пускаласа, кăшкарне туртса пăхас килетчĕ. Анчах ун чухне музыкант пулатăп тесе шухăшламан та. Тĕрĕссипе ял ачи ун çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Кил-йыш пысăк пулнăран ытларах аннене пулăшас шухăш канăç паман мана. Унтан аслă пичче кивĕ купăс тупрĕ, ăна мачча каштинченех çакса хучĕ. Ăна вăрттăн илеттĕмччĕ. Пурпĕр сисетчĕ вăл. Пĕçерккĕ те лекетчĕ. Каярахпа эпĕ хитре кĕвĕсем шăрантарнине илтсен чарма хăяймарĕ пулас. Пĕрле выляса-кулса ỹснĕ А.Палашкин 1-мĕш класрах купăспа вылятчĕ. Эпĕ 5-мĕш класра лайăх калама хăнăхрăм. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрле вĕренекенсем гитара парнелерĕç. Вара унпа калама вĕрентĕм. Каярахпа Патăрьелĕнчи баянистсем хатĕрлекен курсра пĕлỹ илтĕм. _ Çăмăл пулман пулĕ ачалăх çулĕсем? _ Çуллахи каникул вăхăтĕнче пĕрре те ахаль ларман. 3 çул кĕтỹ кĕтнĕ. Кĕтĕве тапăра антарсан хам ăсталанă шăхличпе кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарнине ĕмĕр манаймăн. Каçхине хора çỹреттĕмĕр. Коля Орловпа шăхличпе шăхăраттăмăр, Анисим Палашкин купăс калатчĕ. Кăнтăрла та ĕне сунăран дояркăсене пулăшаттăм. Çын ĕçленипе вилмест, мĕн пĕчĕкрен ĕçре тар кăларса ỹснĕ. _ Арçын тивĕçне те пурнăçланă-тăр? _ Паллах. Елчĕкри культура çуртĕнче ĕçленĕ чухне повестка пачĕç. 1968 çулхи чỹк уйăхĕнче Совет Çарĕн ретне тăтăм. В.И.Чапаев дивизийĕнче. Унтан хам ирĕкпе пограничниксен заставине куçрăм. Кунтах 12 салтакран тăракан юрăпа ташă ушкăнĕ йĕркелерĕм. Смотр-конкурссенче, фестивальсенче хамăр пултарулăха сахал мар кăтартнă. Отпуска та килсе кайрăм. Ун чухне яла пурне те яман. Çавăн чухне пысăк ĕмĕт лартрăм хам ума: чи малтан пỹрт лартмалла, çемье çавăрмалла, ача-пăча ỹстермелле, ĕçĕмпе çынсене савăнтармалла... _ Мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртрĕр апла? _ Çапла. Хамăн пурнăçра икĕ çурт та лартрăм. Мăшăр пулма Тỹскел ялĕнчен хора çỹрекен Валентинăна суйласа илтĕм. Пĕрре курсанах: "Ку манăн пулать", _ терĕм. Унтанпа 36 çул иртрĕ. 3 ача çитĕнтертĕмĕр. Виçĕ мăнукпа савăнса киленетпĕр. Кĕскен каласан ылтăн та çук манăн, кĕмĕл те. Манăн пуянлăх _ ĕçсем, савнă мăшăр, юратнă ачасемпе ытарайми мăнукăмсем. Çемйипех хора çỹреттĕмĕр. Ачасем те юрă-кĕвĕ ытамĕнче пулнăшăн хĕпĕртетĕп. Полина пысăк сцена çине те тухрĕ. _ Геннадий Арсентьевич, эпир çамрăк чухне "Уйрăлу", "Аса илỹ"... юрăсене юрласа ỹснĕ. Анчах çак юрăсен авторĕ эсир пулнине пĕлмен. Ытла та чĕрене çунтараççĕ-çке юрăсен сăмахĕсем... _ Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче ют çĕршыв, вырăс эстрада юррисене лайăх пĕлеттĕмĕр. Анчах чуна темĕн çитместчĕ. Хамăрăн, чăваш эстрадине аталантарас шухăш канăç памастчĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех ансамбль ятне те, инструментпа выляма пултаракансене тупрăмăр. "Радуга" ансамбльпе çитмен ял та сахал пулнă. "Уйрăлу" юрă епле çурални те асрах. Параппанпа вылякан Илюша çара кайма повестка панă. "Эс кайсан мĕнле юрлăпăр, юлашки хут пĕрле выляр-ха", _ тетĕп хайхине. Çакăн чухне "Уйрăлу" юрă çырăнчĕ те. "Аса илỹ" юрă та савнă хĕрĕ салтакран кĕтсе илмен юлташ ячĕпе кĕвĕленчĕ. 40 çула яхăн янăранă юрăсем паян та кивелменшĕн савăнмалла çеç. _ Сирĕн юрăсене итленĕ май çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Пурнăç ỹкерчĕкĕсем куç умне тухса тăраççĕ... _ Масар çумĕпе иртсе пынă чухне Унти йывăçа пуç таймасăр, Чул çине çырса хунă ырă ятсене, Çĕлĕке хывса вуламасăр иртсе ан кайăр. Эп пĕлетĕп çакна _ çын йĕрет çуралсан, Йĕрет _ тăванне, юлташне çухатсан. Тата пĕлетĕп çакна _ Çын чунĕ йĕрет ватăлсан, Ун кил-çурчĕ пушанчĕ пулсан... Çак шухăшпа çырнă юрра илтсен, паллах, куç та шывланать. Пурнăç йĕрки çапларах, мĕн тăвайăн. Ку юрра иртнĕ çул вĕçĕнче кун çути панă. "Виçĕ пĕр тăван", "Хурăнвар" юрăсене те хамăр тăрăхра лайăх пĕлеççĕ пулĕ. Халĕ тата çамрăксем валли те юрăсем хыврăм. _ Геннадий Арсентьевич пултаруллă музыкант, лайăх мăшăр, юратнă атте, кукаçи-асатте пулнине аван пĕлетпĕр. Искусство çынни мĕнле кил хуçи тата? _ Пирĕн ĕçпе килте сахал пулатăн. Çапах та май тупсанах çемьешĕн, кил-çуртшăн тăрăшатăп. Пахчара йывăç-тĕм лартса ỹстеретĕп. Виноград та çимĕç нумай панишĕн хĕпĕртетĕп. Пуртă-пăчкăпа каскалама юрататăп. Кухньăри сĕтел-пукана, чечек лартмалли савăтсене хамах ăсталанă, йывăçран эрешсем касса кăларасси килĕшет. Чыса, тирпейлĕхе мала хуратăп. Кăçал теплица тăвасшăн. _ Картишĕнчи ача-пăча площадки питĕ илемлĕ. Çулла чечексем ешереççĕ пулĕ кунта? _ Йĕри-тавра тĕрлĕ чечексем ỹсеççĕ. Хăнана килнĕ мăнуксем валли ярăнмалли, сикмелли, канмалли вырăнсем пур. Тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетессине те хам çине илнĕ. _ Ỹркенместĕр апла? _ Ялта ỹснĕ ача пурне те пултармалла. Тепĕр хут калатăп: çын ĕçленипе вилмест. Отпуск вăхăтĕнче шабашра та пĕрре мар пулнă. Кăмпана çỹреме юрататăп. Ăна тасатасси веçех хам çинче. Квас тăвасси, пулă тăварласси те маншăн нимĕн те мар. _ Картиш пушă мар сирĕн? _ Ялти çыннăн çапла пулмалла та. Ĕне-сурăх, пăру, хур-кăвакал усратпăр. Кил карти илемĕ вĕсем. _ Юбилей умĕнхи кăмăл-туйăмсем мĕнлерех? _ Ялан çĕннине шырамалла. Ах, ывăнтăм! тесе каламастăп. Ĕçлес, тăван халăхăмăра юрă-кĕвĕпе савăнтарас килет. _ Пурнăçра ырă та çĕнĕ утăмсем сунатпăр сире. Хăвăр мĕн шухăшлани пурнăçлантăр... _ Тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика