Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ырă ĕçсен эрни

18 апреля 2009 г.

Çурхи ырă ĕçсен эрни Хĕл кунĕсенче кил-тĕрĕшре, унăн таврашĕсенче, урамсемпе ялсенче пуçтарăннă çỹп-çаппа тĕрлĕ ăпăр-тапăра тасатасси _ паянхи кун чи малтан пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри. Çавна май çак çурхи ырă ĕçсен эрнинче районти кашни ял тăрăхĕнче, предприятисемпе организацисенче экологи субботникĕсем йĕркеленĕ. Курнавăшпа Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче тавралăха илем кĕртессипе ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çанă тавăрсах ĕçлерĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен В.Кузьминпа В.Маловăн ырă тĕслĕхĕсем ыттисемшĕн те витĕмлĕ пулчĕç _ кашниех тăрăшса ĕçлерĕ çак кун. Администраци, библиотекăпа культура çурчĕсен, лавккасен, шкулсен таврашĕсем тасалса хитреленчĕç. Çỹп-çапа пуçтарса свалкăна леçес ĕçе "Нива" агрофирма" ООО хăй çине илчĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче вара çỹп-çапа тиесе кирлĕ çĕре кайса тăкассипе К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК яваплă пулчĕ. Тасалса капăрланнă ялсен урамĕсемпе, çурт умĕсемпе утма кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика