18 апреля 2009 г.
Тĕмер ялĕнче тунти кун "Çурхи ырă ĕçсен эрни" тата "Тасалăхпа тирпейлĕх тата йĕркелĕх" ятпа уйăхлăх пуçланчĕ. Çак тапхăрта ялта урамсене, кил-çурт умĕсене, масара, çырма-çатрасене тасатмалла, йывăçсем лартмалла. Тĕмер ялĕн уяв уçланкине çум курăкран тасатса карта тытмалла тата ытти те. Çак ĕçсене чи малтан шкул ачисем пуçăнчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем шкул умĕнчи тăкăрлăка, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне тирпей-илем кĕртрĕç, вăтам классене çỹрекенсем аслă çултан яла анакан çул хĕррине хыт хураран тасатрĕç. Уйăхлăх вăхăтĕнче шкул ачисен вăйĕпе уяв уçланкине, Таса çăл таврашне тирпей-илем кĕртесшĕн. Яла тирпей-илем кĕртессипе шкул ачисем кăна мар, çитĕннисем пурте çанă тавăрса ĕçлессе шанатпăр. Эпир, ачасемпе вĕрентекенсем, тăван яла яланах тирпейлĕ те илемлĕ курасшăн.