18 апреля 2009 г.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Раççей Федерацийĕн правительстви йышăннă кризиса хирĕçле Программăна пурнăçлас ĕçре Чăваш Енри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне тухса тăракан задачăсем, экологи субботникĕсемпе йывăç кунне ирттересси, çурхи шывран инкек курасран асăрханасси, ялсемпе çăвасене, çул-йĕр айккисене тирпей-илем кĕртесси, акана тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярасси Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем пулчĕç. Района ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ Чăваш Енĕн гражданла тата чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ В.Петьков, район пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи А.Клементьев Елчĕкри почтамтра, Чăвашэнерго филиалĕн кăнтăрти производство пайĕн районти электричество сечĕн уйрăмĕнче, районти 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕнче, Елчĕкри линипе техника çыхăну уйрăмĕн участокĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Федерацин куçман пурлăх кадастр агентствин Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ Д.Трушкин, Чăваш Республикин "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятин тĕп директорĕн çумĕ С.Лекарев, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ Т.Минина Тăрăм, Лаш Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсенчи активпа, ял çыннисемпе курнăçнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемсĕр пуçне куллен тĕл пулакан ытти ыйтусене те хускатнă.