Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм çынсен те техники юсавлă пулмалла

18 апреля 2009 г.

Кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен районта "Частник" операци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ _ уйрăм çынсен тракторĕсемпе прицепĕсен юсавлăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртасси. Çак тапхăрта патшалăх техника асăрхавĕн специалисчĕсем уйрăм çынсен аллинчи техника ĕç хăрушсăрлăхĕпе сыхлавĕн йĕркисене туллин тивĕçтернине, çул çỹревĕн йĕркисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех вĕсене эксплуатациленĕ чухне çут çанталăка сиен кỹнине, регистраци тата техосмотр витĕр тухнине палăртаççĕ. Çула тухнă е ĕçе явăçнă уйрăм çыннăн тракторист-машинист удостоверенийĕ, техникăн патшалăх регистрацийĕн докуменчĕсем, техосмотр талонĕ, регистраци, налуксем тỹленине ĕнентерекен квитанцисем пулмалла. Трактор çинче çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли, вут-çулăма сỹнтермелли хатĕрсем пулмалла. Çул çине е ĕçе юсавлă техникăпа кăна тухасчĕ. Çитменлĕхсене тỹрех пĕтермелле _ унсăрăн явап тытма тивĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика