18 апреля 2009 г.
Кăçалхи хĕл юр сахал çунăран тăпрара нỹрĕк çителĕксĕр, çĕр хăвăрт типет. Çакна шута илсе çур акине иртерех, çав вăхăтрах пахалăхпа ирттермелле. Çак кунсенче "Прогресс" ЗАОра, "Аранчеево" ОООра, "Эмметево" ОООра, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра тата ытти хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме тухнă. "Комбайн" ЯХПК, "Свобода" ЯХПК, "Сатурн" ЯХПК, "Рассвет" ЯХПК кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарма пуçланă. Ăнăçлă тухăç вăрлăх пахалăхĕнчен килет.Ака уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне "Прогресс" ЗАОра 20 тонна, "Яманчурино" ОООра _ 40, "Клевер" ОООра _ 30, "Комбайн" ЯХПКра _ 8 тонна тыр-пул вăрлăхне им-çамланă. "Клевер" ОООра 70 тонна, "Рассвет" ЯХПКра _ 50, "Арланово" ОООра _ 15, "Нива" аỸф ОООра 230 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă.