Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл ыйхинчен вăранма вăхăт

15 апреля 2009 г.

Район центрне килекен кашни çын, хамăр тăрăхра пурăнакан-и, ютран ĕçпе е хăнана килекен-и, чи малтанах унăн хăтлăхĕ, тирпей-илемĕ мĕнле шайра пулнине асăрхать. Чăнах та Елчĕ-ке тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ-ха. Анчах пурне те туса çитеретпĕр-и? Вырăнта пурăнса çитменлĕхсене, тасамарлăха асăрхат- пăр-и? Çук иккен. Çакна район пуçлăхĕ Н.Миллин виçĕм кун район центрĕн хăш-пĕр урамĕсене, çул-йĕр хĕррисене район администрацийĕн работникĕсемпе, тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплă ертỹçĕсемпе пăхса çаврăннă чухне асăрхама тиврĕ. "Елчĕк крахмалĕ" агрофирма" ООО территорийĕ пысăк. Çĕр улми ĕçлесе хатĕрлеме пăрахнă пулин те мезга, таса мар шыв пуçтарăнмалли лаптăксем ун çинчех тăраççĕ-ха. Эпир çак лаптăксенче çулла çынран çỹллĕ армути, мăян, ытти çум курăк ỹснине курма хăнăхнă ĕнтĕ. Типсе хăрнăскерсем çуркунне уйрăмах тискеррĕн курăнса лараççĕ. Кашни çулах çавăн пек. Çын алли пырса тивмен, хуçасăр çĕр лаптăкĕсенче яланах çавăн пек ỹкерчĕк. Анчах пирĕн тĕслĕхре çĕр хуçи пур-çке. Вăл çỹлерех асăннă организаци. Апла пулсан вăл территори тирпейлĕхĕшĕн, тасалăхĕшĕн тăрăшмалла. Çĕре кирлĕ мар пулсан, унпа усă курмасан района тавăрса памалла пек туйăнать. Йывăçсемпе тĕмсем лартсан тепĕр 10-15 çултан унăн сăн-сăпачĕ улшăнмалла. "Елчĕк крахмалĕ" агрофирма" ООО территорийĕнче шлакпа бетон кирпĕчĕ кăларассине йĕркеленĕ. Кирлĕ, халăхшăн усăллă производство. Хатĕр продукци площадкинче кирпĕчсене тирпейлĕн купаласа хунă. Унпа юнашарах катăк кирпĕч ванчăкĕсем сапаланса выртаççĕ. Кирлĕ мар ăпăр-тапăра лакăм-шăтăка питĕрме тиесе ярсан усси пулĕччĕ. Анчах алă çитмест пулас. Пĕтĕмпех куç умĕнче, куллен çĕр-çĕр çын иртсе çỹрекен çул хĕрринчи карта леш енче выртать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен пуçламăшĕччен Елчĕке МСО тĕлĕнчен Кĕçĕн Пăла урлă каçса çỹремелли кĕпер пулнă. Ун вырăнĕнче халĕ çуран çỹрекенсем валли каçкăç хывнă. Асфальтлă çул сыхланса юлнă. Çуллахи вăхăтра ĕçкĕ-çике юратакансемшĕн улах вырăн вăл. Юр кайса пĕтнĕ хыççăн пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухнă. Мĕн кăна çук-ши унта? Ятарласа килсе тăксан та çавăн чухлĕ ăпăр-тапăр пуçтарăнмасть пулĕ? Ăна тасатса пĕтерме эрне те çитес çук. Канаш енчен Елчĕке пырса кĕрекен çул, çак тăрăх _ район центрĕн сăн-сăпачĕ. Вăл уйрăмах таса, тирпейлĕ пулмалла. Хальлĕхе çакна çирĕплетме ниепле те çук. Юр кайса пĕтрĕ, çĕр те типрĕ. Анчах автостанци, пасар çывăхĕнче, ку тăрăхри магазинсем патĕнче, çул хĕрринче, кĕпер айĕнче çỹп-çап кашни утăмра тĕл пулать. Çул хĕррисене вырнаçтарнă бордюрсене те шуратма вăхăт. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче районта тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăçсем, чечексем лартас тĕлĕшпе ик уйăхлăх пуçланчĕ. Унтанпа икĕ эрне иртрĕ. Çапах та унта палăртнă ĕçсене район центрĕнче, ялсенче пикенсех пуçăнман-ха. Хĕл ыйхинчен вăранма вăхăт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика