Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕкре _ культура министерствин кунĕ

15 апреля 2009 г.

Кĕçнерни кун пирĕн районта Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ иртнĕ. Культура министерствин районсенчи кунĕсене темиçе çул каялла тăтăш йĕркеленĕ. Пĕр тапхăр çак пулăм манăçа тухнăччĕ. Кăçал вара министерство хăйĕн районсенчи кунĕсене ирттерессине çĕнĕрен чĕртрĕ. Елчĕк районне килнĕ ĕçлĕ ушкăнра министерство, Чăваш Республикинчи халăх пултарулăхĕн çурчĕн, Чăваш наци библиотекин, Чăваш наци музейĕн, республикăри культура училищин, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин представителĕсем пулчĕç, вĕсем пирĕн районти культура учрежденийĕсен, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ А.Александрова ертсе пыракан ушкăнсем Курнавăш тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче пулчĕç, вĕсенчи культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, вырăнти культработниксене методика пулăшăвĕ пачĕç. Министерство кунĕнче бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлемелли çĕнĕ йĕркесене пурнăçа кĕртессине, юридика сăпатĕнчи учрежденисенче учредитель докуменчĕсене, нормăпа право акчĕсене хатĕрлессине сỹтсе явнă. Ĕçлĕ ушкăн представителĕсем Елчĕкри, Курнавăшри, Çирĕклĕ Шăхальти, Аслă Пăла Тимешри, Патреккелти, Кавалти, Сăрьелти культура учрежденийĕсене, тĕслĕх библиотекисене, Елчĕкри историпе краеведени халăх музейне, район архивне, ачасен искусство шкулне методика тата практика пулăшăвĕ пачĕç. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хореографи дисциплинисен преподавателĕ, чăваш халăх артистки Л.Попова халăх хореографи енĕпе мастер-класс ирттерчĕ, Акатуй уявĕнче вăййа тухмалли тĕрлĕ вариантсене вĕрентрĕ. Культура министерствин массăллă информаци хатĕрĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ А.Краснова, Д.Васильев инженер-программист "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн работникĕсене учреждени сайтне лайăхлатассипе канашсем пачĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕ, Курнавăшри информаципе культура центрĕ районти тĕслĕх культура учрежденийĕсем шутланаççĕ. Çавăнпа ĕçлĕ ушкăн представителĕсем вĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн тишкерчĕç. "Курнавăшри информаципе культура центрне чăннипех ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма пулать, _ терĕ Чăваш наци библиотекин директорĕ С.Старикова. _ Музей, библиотека, клуб пĕрле тачă çыхăнса ĕçленин усси пысăк". Специалистсем Кавалти культурăпа кану центрĕн ĕçне те пысăк хак пачĕç. "Комбайн" ЯХПК ертỹçи Г.Федоров, В.Теллин директор тата Л.Капламова тăрăшнипе çурта тĕпрен юсанă. Клуб çумĕнчи спорт залĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вăл ял çыннисемшĕн чăннипех сывлăха çирĕплетмелли вырăн шутланать. Министерство кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетме район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый хутшăнчĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем ĕçшĕн тỹлемелли çĕнĕ системăна куçнă май норматив докуменчĕсене хатĕрлес, библиотекăсемпе клуб учрежденийĕсен сайчĕсене йĕркелеме пулăшакан семинарсем йĕркелес тата ытти ыйтусемпе сĕнỹсем пачĕç. "Тĕнчери экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр культурăпа кану учрежденийĕсене модернизацилесси чи малтан пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çак ĕç йывăрпа пырать, ун валли нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакна та асра тытмалла: модернизаци юсав ĕçĕсем ирттернипе вĕçленмест, кадрсем хатĕрлесси чи пирвай пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри. Кăçал ятарлă семинарсем, тренингсем, мастер-классем ытларах йĕркелетпĕр. Пирĕн çĕнĕлле ĕçлеме тытăнмалла. Министерство кунĕсене çĕнĕрен йĕркелени вырăнти специалистсене методика тата практика тĕлĕшĕнчен пысăк пулăшу пама тивĕç", _ пĕтĕмлетỹ турĕ культура министерĕн çумĕ Т.Казакова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика