15 апреля 2009 г.
Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Районти çар комиссарне В.В.Буклакова урăх района ĕçлеме куçарнă. Ун вырăнне Елчĕк районĕн çар комиссариачĕн комиссарĕ пулма С.Н.Нестерова çирĕплетнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин В.Буклаковăн çамрăксене çар ретне хатĕрлессипе, çар комиссариачĕн ĕçне йĕркелессипе пурнăçланă ĕçсене пысăка хурса хакларĕ, тав турĕ, çар комиссариачĕн çĕнĕ ертỹçипе паллаштарчĕ. В.Буклаков район, предприятисемпе организацисен ертỹçисене килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ И.Аникина "Ĕç сыхлавĕ енĕпе чи лайăх специалист" конкурс мĕнле иртни çинче чарăнса тăчĕ. Конкурсра пĕрремĕш вырăна "Промсервис" ОООри А.Егоров çĕнсе илнĕ. Малалла вăл район чысне республикăри конкурсра хỹтĕлет. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ _ Майăн 9-мĕшĕ çывхарса килет. Çавна май халăха социаллă пулăшу паракан пай работникĕсем вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем патне тухса çỹреççĕ, вĕсен пурнăç условийĕсене тишкереççĕ. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене халалласа лартнă палăксемпе обелисксене юсас, вĕсен таврашĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе конкурс ирттереççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çак ĕçсене вăраха ямасăр пурнăçламаллине, территорисене, чиркỹ умĕсене тасатассине Мăнкунччен вĕçлемеллине аса илтерчĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина çурхи уй-хир ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Канашлу кунĕ тĕлне 8 хуçалăхра кĕрхи культурăсене, 5-шĕнче нумай çул ỹсекен культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. "Сатурн" хуçалăхра минераллă удобренисем сапакан техника илнĕ. Унпа пĕр сехетре 25 гектар лаптăка апатлантарма пулать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин районти хуçалăхсем лаптăксене минераллă удобренисемпе апатлантарассине япăх йĕркеленине палăртрĕ. Халиччен çак ĕçе йĕркелеме майсем пулнă. Каçсерен шăнтса тăни кĕрхи тата нумай çул ỹсекен культурăсене техникăпа сапма май панă. Çуркуннен малтанхи кунĕсенче апатлантарнин усси пысăк. Анчах çакăнпа хуçалăхсем анлă усă курмаççĕ. Канашлура çĕре харпăрлăха илес ыйтăва та хускатрĕç. Çак ĕçе вĕçлессине вăраха янă. Ĕçе пĕлсе йĕркелеменнине пула пĕр ĕçшĕнех халăхран темиçе хут укçа пуçтараççĕ, ял çыннисен укçине тăккалаççĕ. Район пуçлăхĕ çакна сивлерĕ. Ялсене, урамсене, предприятисемпе организацисен умĕсене тирпей-илем кĕртесси тивĕçлипе пурнăçланса пымасть. Ялсен урамĕсене техникăпа кĕрсе çăрасси халĕ те пĕтмест. Ял хуçалăх продукчĕсем пуçтарма килекен пысăк автомашинăсем асфальт сарнă çулсене ватаççĕ. Çакна вырăнти влаçсем асăрхамаççĕ. Вĕсене ял хĕррине лартса, ял хуçалăх продукчĕсене пысăк автомашинăсем патне çăмăл техникăпа, лашапа турттарса пыма та пулать. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ И.Бобров криминаллă хроникăпа паллаштарчĕ. Унта право йĕркине пăснă тĕрлĕ тĕслĕхсем пире, тен, хумхантармаççĕ те. Хăнăхнă-çке. Анчах Яманчỹрел ялĕнчи 5 тата 7 çулсенчи ачасем эрехпе наркăмăшланнин тĕслĕхĕ пуçа вырнаçмасть. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый хамăр ентешсене _ М.Миначев академика тата СССР халăх учительне халалланă наука практика конференцийĕ, çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ.