Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лăпланса лармалла мар

11 апреля 2009 г.

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Пĕрремĕш ыйтупа _ Аслă Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ял тăрăхĕсен ертỹçисем В.Малов тата Л.Кошкин каласа панă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушăвĕсемпе комиссисен ĕç планĕсене тунă. Унпа килĕшỹллĕн комисси членĕсем ялсенче рейдсем йĕркелеççĕ, ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Çу кунĕсенче мăкăнь çитĕнтермелле маррине асăрхаттарса уйрăм çынсен пахчисене тĕрĕслеççĕ, ытти ĕçсем туса ирттереççĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый палăртнă тăрăх, асăннă ял тăрăхĕсенче, районта наркотиксемпе иртĕхекенсене тупса палăртман пулин те, яланах сыхă пулмалла. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра района ют çĕршывсенчен ĕçлеме рабочисем, çуллахи каникул вăхăтĕнче тăванĕсем патне канма шкул ачисем килеççĕ. Вĕсен хушшинче наркотиксемпе явăçнă çынсем пулма пултараççĕ. Районти комисси ял тăрăхĕсенчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссисен ĕçне вăтам хак пачĕ, малашне те ку тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕнчĕ. Çул çитмен çамрăксем хушшинче наркотиксемпе усă курассине чарса лартас енĕпе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлени çинчен вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕн ертỹçи И.Кузьмина каласа пачĕ. Çамрăксемпе çула çитмен ачасем хушшинче наркотиксемпе, эрех-сăрапа, пирус туртса иртĕхессине пỹлессинче, профилактика тăвассинче физкультурăпа спорт учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн çинчен "Улăп" физкультурăпа сывату керменĕн директорĕ И.Егоров, А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Р.Григорьев чарăнса тăчĕç. Вĕсенче сывă пурнăç йĕркине сарас, физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем пурте халăха, çамрăксене наркотиксемпе явăçтарассинчен асăрхаттараççĕ, физкультурăпа тата спортпа туслашма пулăшаççĕ. Ларура çавăн пекех наркотиксене хирĕçле рекламăна урамсенче, пассажир транспортĕнче вырнаçтарасси, район хаçатĕнче çак ыйтупа статьясем пичетлесси çинчен район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕç-терекен пай начальникĕ А.Александрова тата "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев тухса калаçрĕç. Ларăва район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетрĕ. Район территорийĕнче наркотиксемпе усă курнин тĕслĕхĕсем пулмасан та профилактика ĕçне тăтăш, уйрăмах çамрăксем хушшинче йĕркелемеллине палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика