Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕннине те туянаççĕ, киввине те упраççĕ

11 апреля 2009 г.

Çĕннине те туянаççĕ, киввине те упраççĕ Акционерсен "Прогресс" обществинче кашни çулах çĕнĕ йышши техника туянаççĕ, çав вăхăтрах киввине те упрас, ĕçе явăçтарас енĕпе сахал мар тăрăшаççĕ. Çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ те обществăра ирттернĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ. Комисси членĕсем кăçал кашни бригадăрах техникăна патшалăх тĕрĕслевне хатĕрлес ĕç çине тимлĕх уйăрнине пытармарĕç. Çакă кашни специалист, ертỹçĕ, механизатор хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынине çирĕплетет, уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçланă çĕрте ĕçри ăнăçлăх юсавлă техникăран килнине ăнланаççĕ, туяççĕ. Обществăри Патреккел бригадинчи 20 трактортан 18-шĕ, прицепсем патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Маларахри çулсенче кунти техникăна тĕрĕслеве вăхăтлă хатĕрлесе çитереймен. Кăçал вара пачах урăхла ỹкерчĕк: техникăна юсанă, сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, кашни трактор çинче медицина аптечкисем, ĕç сыхлавĕн хатĕрĕсем пур. Механизаторсем те документсене çумра илсе çỹреççĕ. Паллах, техникăна тĕрĕслев валли хатĕрлеме вăхăчĕ те, укçи-тенки те сахал кирлĕ мар. Бригадăна ертсе пыракан П.Кудрявцев пĕтĕм ĕçе хăй çине илнине, йĕркеленине пула результатсем те савăнтараççĕ. Ĕнел бригадинче те тракторсем сахал мар _ 14. Вĕсенчен 2-шне çеç патшалăх техника тĕрĕслевне тăратман. Ыттисем паян тесен паян уй-хирти çурхи, ытти ĕçсене пурнăçлама тухма хатĕр. Кунта çĕнĕ йышши СЗ-5,4 сеялкăн конструкцине улăштарса çирĕплетни те ырă йĕр хăварать. Ăна В.Охотин механизатора шанса панă. Техникăна хатĕррисен ретне лартассинче А.Куприянов бригадирпа унăн пулăшаканĕн В.Ефимовăн тỹпи пысăк. Тỹскелĕнче те тракторсемпе прицепсене çуса тасатнă, сăрланă, юсанă. Д.Захаров бригадир ертсе пынипе механизаторсем сахал мар тăрăшни куç умĕнче. Кунти 14 трактортан 13-шĕ юсавлă пулнине çирĕплетрĕç тĕрĕслев комиссийĕн членĕсем. Елчĕкре те 13 трактортан 10-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевне ирттерекен комиссирен лайăх хак илчĕç. В.Сочков бригадирпа П.Траншкинăн пуçарулăхĕ палăрать кунта. Сăмах май, П.Траншкин хăй те 2 трактора юсаса пăхса тăрать, тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Тракторсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратасси обществăра инженери службинчен, тĕп инженертан килни пĕриншĕн те вăрттăнлăх мар. В.Куприянов тĕп инженер ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пыни тĕрĕслеве ăнăçлă ирттерсе яма май пачĕ. Районти хуçалăхсенчи тракторсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси малалла пырать. Хĕвел çỹлтен çỹле хăпарса, тăпра типсе пыни çур акине çывхартать. Шел, хăш-пĕр хуçалăхсенче çакна ăнланасшăн мар, тĕрĕслеве палăртнă вăхăтра ирттермеççĕ. Çавăн пекех урапаллă тракторсемпе прицепсене те патшалăх енчен страхламаççĕ _ çакă вара вĕсене ĕçе хутшăнма, ятарлă талон-допуск илме чăрмантарать. Уй-хирте çурхи ĕçсем пуçланчĕç те ĕнтĕ _ кĕрхи культурăсене удобренипе апатлантарма тухрĕç. Çавăнпа ĕçсем массăллă пуçланиччен пĕтĕм техникăна патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла _ унсăрăн вĕсемшĕн яваплă çынсене айăплаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика