Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешпе мухтаннине манаймăн

11 апреля 2009 г.

 Утмăлмĕш çулсенче Саратов облаçĕнче механизаци шкулĕнче вĕренеттĕм эпĕ. Ака уйăхĕнче пире Чернышевский ячĕллĕ совхоза практикăна илсе кайрĕç. Çур акинче тăрăшса вăй хуратпăр çамрăксем. Тĕнче уçлăхне çын кайнă, теççĕ. Юрий Гагарин. Вăл Саратов облаçĕнчи Энгельс районне кĕтỹ çỹрекен вырăна анса ларнине пĕлтереççĕ. Пĕр кинеми ĕнине сума пынă иккен. Вăйлă сасă пулнă, çĕр чĕтренсе илнĕ, кĕтỹри ĕнесем тарса пĕтнĕ. Виçĕ кун шыранă хуçисем выльăхсене. Кинеми Юрий Гагарина курсан сăхсăхса илнĕ, каялла чакнă. Космонавт хăйне пулăшма чĕннĕ. Карчăк тĕнче уçлăхне кайнă çын ун умĕнче тăнине ăнланса илсен кăна пулăшма васканă. Çурхи ĕçсене вĕçлесен вĕренме тытăнтăмăр. Вырма вăхăтĕнче каллех çав совхозах пулăшма кайрăмăр. Часах тыр-пула тирпейлĕ пухса кĕртрĕмĕр. Тухăçлă ĕçленĕ хыççăн кăштах канма та юрать. Хваттере янă карчăк мунча хутнă. Хăй вара тăтăшах пĕлĕтелле тинкерет. Эпир: "Ку ватă ăсран тайăлнă-ши?" _ тетпĕр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, çав тери вăйлă сасă илтĕнсе кайрĕ. Чỹречесем чĕтренсе илчĕç. Пỹрт алăкĕ уçăлса кайрĕ. Эпир васкаса кил картине тухрăмăр. Хайхи кинеми пире: "Чупăр уялла, Герман Титов космонавт анать", _ тет. Пăхатпăр тỹпенелле: икĕ хура пăнчă курăнать. Эпир урама чупса тухрăмăр. Пиртен инçех мар пĕр машина чарăнса ларнă. Эпир те юлташпа çав машина кузовĕ çине хăпарса лартăмăр. Вĕсем те космонавт курма васкаççĕ. Эпир çитнĕ çĕре Герман Титов анса ларнăччĕ ĕнтĕ. Аллă метртан никама та ямаççĕ. Йĕри-тавра десантниксем çавăрса илнĕ. Часах райкомран çитрĕç, "васкавлă пулăшу" машинисем çитсе чарăнчĕç. Герман Титова машина çине çавăтса ларт-рĕç те хулана илсе кайрĕç. Эпир те хамăр килнĕ машина çине ларса хуланалла çул тытрăмăр. Хĕрлĕ лапамра халăх çав тери нумай. Пурте Г.Титова курма пуçтарăннă. Эпĕ те хĕсĕне-хĕсĕне трибуна умнелле çитрĕм. Акă космонавта çавăтса трибуна çине улăхтарчĕç. Хăй веçех шуралса кайнă. "Пурне те тавтапуç мана ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн", _ терĕ вăл. Часах ăна трибуна çинчен çавăтса антарчĕç те самолет çине лартса Саратова илсе кайрĕç. Çапла вара Герман Титов космонавта хам куçпа куртăм. Епле пысăк телей ку. Унăн сăнарĕ куç умĕнчен каймасть. Вĕренсе пĕтерсен те пире ĕçлеме çав совхозах ячĕç. 1962 çулхи çурла уйăхĕ. Тырпула хиртен пуçтарса кĕртнĕ. Йĕтем çинче вара тырă нумай. Унта Саратоври медицина институчĕн студенткисем ĕçлеççĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ. Шỹтлетпĕр, чăвашсемпе вырăссем "çăвар каратпăр". Пиртен тăрăхласшăн вырăс йĕкĕчĕсем. "Чăвашран нихăçан та космоса каясси пулмасть", _ теççĕ хайхисем. Эпир парăнмастпăр, чăваш пултаруллă, ĕçчен халăх иккенне пĕлтеретпĕр. Çав вăхăтра Ленинград хулинчи автоколоннăран тырă тиеме килнĕ пĕр шофер пырса чарăнчĕ пирĕн пата. Эпир калаçнине итлесе тăраканскер: "Эсир пĕлместĕр-им, космоса Андриян Николаев чăваш кайнă", _ тет. Эпир, чăваш тракторисчĕсем, сиксе тăтăмăр та вырăссене саксем çинчен çĕр çине сĕтĕрсе антартăмăр. Ытти чăваш ачисем те хаваслăн кăшкăрашма пуçларĕç. Манăн ентеш тĕнче уçлăхне кайнишĕн пит хĕпĕртенĕрен-тĕр, чĕлхерен хăш вăхăтра тухса кайрĕ-ши? "Андриян Николаев манăн кукка", _ тесе персе ятăм. Питĕ мухтанас килчĕ пулĕ çав. Ман çине пурте шăтарасла пăхаççĕ, хĕрсем куç илменнине те сисетĕп... Украина тăрăхĕнче ỹссе çитĕннĕ студентка, пулас врач, эпĕ космонавт "тăванĕ" пулнăран, ман çумра пулма тăрăшрĕ. Тĕрĕссипе, качча тухас тесех ăшталанчĕ-ха. "Кукку Мускавра хваттер илсе парать, çăмăл машина...", _ тет хайхи. Юлашкинчен эпĕ улталанине пĕлчĕ те куççульпе йĕрет вĕт. Аса илсе ларатăп та тепĕр чухне _ çамрăклăх чăнах та чи илĕртỹллĕ вăхăт. Космонавтика кунĕ умĕн иртни куç умне тухса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика