Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĂМĂЛТТАЙЛĂХ ЫРĂ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫМАСТЬ

11 апреля 2009 г.

Саккунсене хытарса пыраççĕ пулсан та хăш-пĕр водительсем транспорт хатĕрĕн рулĕ умне "хаяр шĕвек" ĕçсе ларнă тĕслĕхсем çав-çавах чакмаççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра руль умне ỹсĕр ларнă 33 водителе тытса чарнă, вĕсенчен 7-шĕнчен миравай судья йышăнăвĕпе прависене туртса илнĕ. 5 гражданин вара документсăрах транспорт çине ларнă. Водительсем çăмăлттайлăх мĕн патне илсе пыни çинчен пĕрре те шухăшламаççĕ. Хăйсем çеç мар, пассажирсемпе çуран утакансем те тепĕр чухне вĕсене пула пурнăçран уйрăлаççĕ. Чылай водитель çул çинче çỹремелли хăвăртлăх режимне пăхăнмасть _ таçта васкать вăл. Виçĕ уйăхра хăвăрт çỹрекен 273 водителе тытса чарнă, административлă майпа айăпланă. Пĕрремĕш кварталта 22 водитель прависене туртса илнĕ. Çул-йĕр прависене пăсакансен йышĕ чакасса шанас килет. Çăмăлттайлăх ырă патне илсе пымасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика