Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ енлĕ аталанатпăр

11 апреля 2009 г.

 Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн физкультура учителĕ пулас тĕллевпе Шупашкарти педагогика колледжĕнче пĕлỹ пухатăп. Эпĕ мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Ытларах мана чăваш кĕрешĕвĕ тата ирĕклĕ майпа кĕрешесси кăсăклантарать. Йĕлтĕрпе чупма, футбол, волейбол, баскетбол вăййисене юрататăп. Виçĕ çул ĕнтĕ Атăлпа Урал регионĕнче иртекен чăваш кĕрешĕвĕн чемпионатне хутшăнатăп. Иртнĕ çул иккĕмĕш вырăн йышăнма пултартăм. Кăçал та хутшăнас кăмăл пур. Колледжра вĕренме питĕ интереслĕ. Кунта çамрăксем тĕрлĕ специальноçсене алла илнисĕр пуçне, нумай енлĕ аталанма пултараççĕ, тĕрлĕрен спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Кăçал, акă, тренажер пỹлĕмĕ уçăлчĕ, хореографипе ритмика пỹлĕмне çĕнетрĕç. Çĕнĕ оборудованипе пуянлансах пырать вĕренỹ заведенийĕ. Колледжра физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе В.В.Сапожников директор нумай тăрăшать. Нумаях пулмасть патшалăх практикинче Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче пултăм. Кунта мана çав тери килĕшрĕ. Уйрăмах ачасем спортпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине шкулта çирĕп тытса пыни савăнтарчĕ. Шкул администрацийĕ спорта пысăк тимлĕх уйăрни паян питĕ кирлĕ. Колледжра пирĕн районтан вĕренме килнĕ ытти çамрăксем те чылай. Çуткỹлти Людмила Васильева музыка учителĕн ăсталăхне алла илчĕ. Люда каланă тăрăх вăл баянпа, фортепианопа вылять. Сасăпа тĕрĕс усă курса юрлама та вĕреннĕ, дирижировани мелĕсене алла илнĕ. Люда колледжри "Вояж" эстрада ансамбль юрăçи. Кĕçех вăл Христофоровсен концертĕнче хăй çырнă юрăсене юрлĕ. Артем Марков информатика вĕрентекенĕ пулма хатĕрленет. Вăл Кавал ялĕнчен. Артем питĕ тăрăшса вĕренет. Леша Соколовпа Денис Никифоров Таяпа Энтри ялĕнчен. Вĕсем те спортпа туслă. Инна Ивановăпа Марина Филимонова воспитательсем пулса тухаççĕ. Инна Энтепе ялĕнчен, вăл чăвашлăха сыхласа хăварас енĕпе ĕçлеме хатĕрленет. Марина _ Патреккел хĕрĕ. Ют чĕлхе учителĕ пулас тесе тăрăшса вĕренет. Оксана Степанова Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çакăн пек пултаруллă студентсем вĕренеççĕ кунта. Колледжра ăста, пултаруллă, тарăн пĕлỹ паракан педагогсем ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика