08 апреля 2009 г.
Александр Сергеевич Пушкин _ манăн чи юратнă поэтсенчен пĕри. Эпĕ вăл çырнисене питĕ юратса вулатăп. Манăн пĕчĕк библиотекăра А.Пушкин çырнă "Юмахсем", "Сăвăсем" тата ытти кĕнекесем пур. "Кĕркунне", "Хĕллехи ир", "Хĕллехи каç" сăвăсене тата хăш-пĕр юмахсен сыпăкĕсене пăхмасăр калама пĕлетĕп. Кăçал вырăс поэчĕ çуралнăранпа 210 çул çитет. Эпир, Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, А.С.Пушкин çуралнă куна паллă тума хатĕрленсе шкулта аслă поэтăн пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен калаçусем ирттеретпĕр, унăн произведенийĕсен выставкине йĕркелетпĕр. Хальхи вăхăтра районти конкурса хутшăнса сăвăсем çыратпăр, ỹкерчĕксем ỹкеретпĕр. А.С.Пушкин юмахĕсем тăрăх презентацисем хатĕрлетпĕр. Çак ĕçре пире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Воронинăпа Н.Абдулкина пулăшса пыраççĕ.