Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регбол вăй илет

08 апреля 2009 г.

 "Улăп" Спорт керменĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерне, регболăн районти пĕрлештернĕ командин чи вăйлă спортсменĕсенчен пĕрне Алексей Николаевич Алексеева асăнса регбол енĕпе районти уçă чемпионат иртнĕ. Регбол вăййи пирки малтан районта никамах та пĕлмен. Вăл баскетбол, регби вăййисене çыхăнтарать. Кунтах грек-рим кĕрешĕвĕн мелĕсене те усă кураççĕ. Çак вăййа республикăра анлăн сарас енĕпе чылай паллă спортсмен, çав шутра Алексей Соловьев кикбоксер та тăрăшнă. Вĕсем 2003 çулхи чỹк уйăхĕнче регболăн Раççейри федерацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ йĕркеленĕ. Пирĕн районта та çак вăйă вăй илсе пырать. Регбол вăййи енĕпе районти уçă чемпионата кăçал 4 команда хутшăнчĕ: районăн пĕрлештернĕ "Барс", Элпуç, Кушкă, Аслă Елчĕк командисем. Площадкăра хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ, уйрăмах Аслă Елчĕксемпе Элпуçсем хушшинче. Çапах ăнăçу Аслă Елчĕксенче _ вĕсем Элпуç ялĕн командине 11:10 шутпа çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăнта _ районăн пĕрлештернĕ "Барс" команди. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртăва хутшăннă спортсменсене район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый, регболăн Чăваш Республикинчи федерацийĕн президенчĕ Иван Андреев саламларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика