Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке эрнинче

08 апреля 2009 г.

 Районти ача-пăча библиотекинче Çамрăксен çулталăкне халалласа ачасен кĕнекин эрни иртрĕ. Эрне тăршшĕпех шкул ачисем паллă çынсемпе тĕл пулчĕç, тĕрлĕ выставкăсемпе паллашрĕç, хаваслă мероприятисенче тавра курăмне ỹстерчĕç. Вырăссен аслă писателĕ Н.В.Гоголь çуралнăранпа 200 çул çитнине паллă туса "Роскошь общения классиком" электронлă каталог презентацийĕ кĕнеке тусĕсене питĕ килĕшрĕ. Эрне вĕçĕнче 2008 çулта чи нумай кĕнеке вуланă ачасене чысларăмăр. "2008 çулта чи нумай вулакан" ята виççĕмĕш çул Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 5 "а" класра вĕренекен Дарья Малькова çĕнсе илчĕ. Иртнĕ çул вăл 428 кĕнеке вуласа тухнă. Çавăн пекех Виктория Кузнецова (3 "а" класс) _ 234, Елена Малышкина _ 142, Полина Кириллова _ 133, Татьяна Смолина (5 "а" класс) 99 кĕнеке илнĕ. Ксения Можаева, Виктория Цыганова, Дарья Спиридонова, Ольга Агеева тата Ольга Степанова тăтăшах библиотекăна çỹреççĕ. "Чи вулакан класс" ята Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти 3 "а" класс йышăнчĕ. В. Молоствова класс ертỹçипе ачасем библиотекăра ĕçлекенсене пархатарлă ĕçшĕн тав туса малашне те туслă çыхăну тытма пулчĕç. Маларах аса илнĕ кĕнеке тусĕсене Хисеп грамотисем, парнесем _ кĕнекесем парса чыс турăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика