08 апреля 2009 г.
Федерацин "Социаллă чир-чĕрсемпе кĕрешесси тата асăрхаттарасси" тĕллевлĕ программин "Вакцинопрофилактика" çумпрограммине РФ Правительствин 790-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе 2001 çулхи чỹк уйăхĕн 13-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Программа, унăн тĕллевĕ, çакăнпа çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăрать районти тĕп больницăри инфекционист Н.Ю.Мулякова. Программа тĕллевĕ _ вакцинăсем туса ирттерсе çĕнтерме пулакан чирсен, вĕсенчен вилессин шутне чакарасси е пачах пĕтересси. Çав шутрах: _ гриппа чирлессине эпидеми шайне çитермелле мар; _ 2010 çул тĕлне хĕрлĕ шатра (корь) чирне пĕтермелле; _ дифтерипе, коклюшпа чирлессин шайне чакармалла, эпидемиллĕ паротит чирĕ 100 пин çын пуçне 3,5-рен ытла пулмалла мар; _ медицина ĕçченĕсем хушшинче В гепатит чирне асăрхаттарасси; _ Çĕпĕр язви, туляреми, уртаракан (бешенство) чирсене асăрхаттарасси. Программăпа килĕшỹллĕн районта пурнăçламалли мероприятисен шутне çаксем кĕреççĕ: _ халăх хушшинче иммунопрофилактикăна ирттересси; _ иммунопрофилактика ĕçĕсене пурнăçласа инфекцисене сăнаса тăрассине лайăхлатасси; _ вакцинăсене вырăнтан вырăна куçарассине тата упрассине ăнăçлă йĕркелесси; _ инфекци чирĕсен иммунопрофилактики енĕпе кадрсем хатĕрлесси; _ халăха иммунопрофилактика пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси. Тĕпрен илсен район программине пурнăçлама 492 пин тенкĕ пăхса хунă, район бюджетĕнчен сметăпа 170 пин уйăрнă, 201 222 тенкĕ те 57 пуслăх усă курнă. Районта планпа пăхнă 2215 çынран пурне те В гепатитран вакцинацин тулли курсне туса ирттернĕ. Çулталăк тăршшĕпе вакцинăсем çине йывăр реакци пулни палăрман. "Елчĕк районĕнчи тĕп больница" муниципаллă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче 2007 çултанпа холодильниксем, термоконтейнерсем çителĕклĕ. Иммунобиологиллĕ препаратсене упрасси, вырăнтан вырăна куçарасси санитари правилисемпе килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Районти организацисемпе предприятисем патне грипран сыхланас тĕлĕшпе хăйсен шучĕпе вакцинаци ирттерме ыйтса çырусемпе тухатпăр, анчах та "Фармация" патшалăх сывлăх сыхлав учрежденийĕн филиалĕ 40-мĕш номерлĕ аптека анчах (25 çын) хăйсен ĕçченĕсене вакцинаци тутарнă. Районти тĕп больницăра инфекционист 6 семинар, фельдшерсем хушшинче вĕрентỹ, участок тата пĕтĕмĕшле практика врачĕсемпе 4 семинар ирттернĕ. Вĕсенче инфекци чирĕсен иммунопрофилактикин теорипе техникине пăхса тухнă.