08 апреля 2009 г.
_ çакăн пек тĕллевпе ĕçлет 2010 çулхи çырава хатĕрленсе Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ. Федерацин 2002 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнчи "Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен" 8-мĕш номерлĕ саккунĕпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин правительствисен йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн çырава хатĕрленесси Аслă Елчĕк ялĕнче кунсерен вăй илсе пырать. Малтанах эпир çыравпа çыхăннă мероприятисен планне туса çирĕплетрĕмĕр. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн 2008 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 6-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен 11 çынран тăракан ятарлă комисси туса хутăмăр, ял пуçлăхĕн 11-мĕш номерлĕ хушăвĕпе унăн йышне çирĕплетрĕмĕр. Комисси членĕсем йышĕнче культурăра, сывлăх хуралĕнче, вĕрентỹре ĕçлекен çынсем. Пĕлтĕр комисси 4 лару ирттерчĕ, кăçал ытларах ирттерме пăхнă. Ялти кашни урамрах тĕрĕслев ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Урам ячĕсене, çурт номерĕсене çырса хунисем тĕссĕрленсе кивелнĕ, çавăнпа та хальхи вăхăтра вĕсене пĕтĕмпех улăштарса çĕнетес ĕç пырать. Ял администрацийĕ халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелес тĕлĕшпе районти смотр-конкурсран айккинче юласшăн мар. Ку енĕпе 4 çынран тăракан ятарлă ушкăн хăйсен тивĕçне тĕплĕн пурнăçлама тăрăшать. Ял халăхĕ хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне кирлĕ пек туса пыма тăрăшатпăр. Библиотекăра тата ял администрацийĕнче ятарлă стендсем туса хатĕрленĕ. Унти материалсене çĕнетсе улăштарсах тăратпăр. Шкулта, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче, фермăсенче çĕнĕ стендсем вырнаçтартăмăр. Чылай хуçалăхра унчченхи радио точкине халĕ те упраççĕ. Çавăнпа çырав ыйтăвĕпе çыхăннă ăнлантару ĕçне вырăнти радиовещани урлă та ирттерме май пур. Радиоузелшăн яваплă Валерий Егорович Савуков ку енĕпе 2 хутчен эфира тухрĕ те ĕнтĕ. "Кашни çын шутра пултăр" тесе яла учета тăракансене е учетран тухса каякансене хуçалăх кĕнекисем çине вăхăтра çырса палăртатпăр.