08 апреля 2009 г.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсенче ака умĕнхи юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçланă, хирте ĕçленĕ чухне те ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнасси çинчен манса каймалла мар. Çур аки тапхăрĕнче юлашки çулсенче инкексем пулманччĕ. Анчах çакăнпа лăпланса лармалла мар. Профилактика ĕçĕсене туса ирттермелле, çынсене ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе вĕрентмелле, вĕсен пĕлĕвĕсене комиссипе тĕрĕслемелле, хирти ĕçсем пуçланиччен инструктаж памалла, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, ĕç тумтирĕсемпе тата ытти сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Иртнĕ çул районта ĕç сыхлавĕ енĕпе 90 çынна вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра вĕрентỹ ĕçĕсене "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Нива", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче лайăх йĕркелесе пыраççĕ. Ленин ячĕллĕ, "Знамя", "Родник", "Колос", "Урожай" хуçалăхсем пирки вара çакна калаймăн. Вĕсенче ĕç сыхлавĕн инженерĕсем те çук, çавна май çынсене вĕрентессине йĕркелеймен. Ака уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртет. Çак тапхăрта пур хуçалăхра та ĕçлĕ ушкăнсем йĕркелемелле, çынсене пухса ĕç сыхлавĕ енĕпе калаçусем ирттермелле, çак тĕлĕшпе çыхăннă мĕнпур требование кирлĕ шайра пурнăçласа пымалла. Кăçал район прокуратурипе республикăри ĕç инспекцийĕн пĕрлехи тĕрĕслевне йĕркеленĕ. Пĕрремĕш тапхăрти тĕрĕслев "Труд", Ленин ячĕллĕ, "Колос", "Родник", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче, Елчĕкри сыр пĕçерекен заводра, коммунхозра иртнĕ. Тĕрĕслев ĕç сыхлавĕн докуменчĕсене, инструктаж журналĕсене, инструкцисене, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе вĕрентмелли программăсене, журналсене те кирлĕ пек йĕркелеменнине кăтартса пачĕ. 2009 çултан ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç килĕшĕвĕсен вăхăчĕсем тухрĕç. Вĕсене пĕрлехи пухусенче пăхса тухса çĕнĕрен йышăнмалла, регистрацилемелле. Чылай хуçалăхра çак ĕçсене тума васкамаççĕ-ха. Хальхи вăхăтра тракторсемпе прицепсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси пырать. Кашни тракторăн передача коробки çинче блокировка механизмĕ пуррипе çуккине асăрхамалла, пулмасан _ ĕçлеттермелле тумалла. Ака агрегачĕсем çинчи икĕ енлĕ сасă тата çутă сигналĕсем лайăх ĕçлемелле. Ĕçлекенсене вырăнта инструктаж памалла, пурне те ĕç тумтирĕсемпе тата сыхланмалли ытти хатĕрсемпе, медицина аптечкисемпе тивĕçтермелле. Машинăсемпе механизмсен çаврăнакан пайĕсене кожухсемпе хупламалла. Çĕрлехи дежурство йĕркелемелле. Ĕç сыхлавне саккун ыйтнă пек йĕркелесе пырсан анчах акана инкексĕр ирттерсе яма пулĕ. Çакăншăн пурин те тăрăшмалла.