08 апреля 2009 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕсене пăхса тухакан тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ Елчĕк ял тăрăхĕнче иртрĕ. Патреккелти культура çуртне яланхи комисси членĕсем (унăн председателĕ район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый), Патреккел, Елчĕк шкулĕсен директорĕсемпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, аслă вожатăйсем, ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен директорĕсем, библиотекарьсем, шурă халатлă ĕçченсем, обществăлла воспитательсем пуçтарăнчĕç. Ларура пăхса тухакан ыйтусем яланах çивĕч. Ача-пăча тĕрĕс çултан пăрăнакан, шкул парти хушшинче ларнă вăхăтрах эрех-сăрапа пуçĕсене минретекен, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем çине алă сулакан тĕслĕхсем юлашки çулсенче тăтăшах тĕл пулаççĕ. Ял çинче кам мĕнле пурăннине, мĕнпе сывланине ниепле те пытараймăн. Патреккелти Галина ялта "паллă" çынсен йышĕнче. Ырă та маттур ĕçĕпе пулсанччĕ пĕреххут. Çук, тăватă ача амăшĕ "симĕс çĕлене" кăмăллать, юлташĕсене килне хăнана чĕнет, ниçта та ĕçлемест, ачисене йĕркеллĕ пăхмасть. Кỹршĕ-арши пĕлтернĕ тăрăх, кĕçĕн ывăлĕпе хĕр ачи чылай чухне выçă лараççĕ, çурма тăлăхсене паракан пособие те хĕрарăм ытларах "йỹçĕ шĕвек" илнĕ çĕре ярать. Тепĕр чухне килтен "çухални" те тĕл пулать. Пĕр тăвансене шеллекен кỹршĕсем ачасене хăйсен патне çĕр каçма илсе кайнисем нумай пулнă. Иртнинче, килте каланкки юрăхсăр пулнипе пỹртне хутайманран, пĕр эрне çынсем патĕнче пурăннă Кольăпа Оксана. Амăшĕ çак вăхăтра ывăл-хĕрĕпе пачах интересленмен, пĕрре те каçса пăхман тĕпренчĕкĕсене. Ачисен вĕренĕвĕ те шухăшлаттармасть амăшне. Час-часах уроксене сиктерекен Коля япăх вĕренет, виççĕмĕш чĕрĕкре "2" паллăсем те тухнă унăн. 2-мĕш класра вĕренекен Оксана _ вĕренỹ ударници. Ун пирки класс ертỹçи начаррине нимĕн те калаймасть. Тем пекехчĕ. Пĕр вăхăт ялта хăрушă хыпар та çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ: "Г.Горшкова ачисем пыйтăллă". Хальхи пурнăçра та пыйтă пурринчен тĕлĕнме пăрахаймăн. "Ытлашши ĕçместĕп эпĕ. Праçниксенче çеç", _ тет тăватă ача амăшĕ. Сăнанă-и эсир, "симĕс çĕлене" юратакансем нихăçан та хăйсене "ĕçеп" тесе йышăнмаççĕ. Хальхи вăхăтра Елчĕкре пурăнакан, упăшкинчен уйрăлнă, Пермь тăрăхĕнчен куçса килнĕ О.Патшинăна та ларăва çак сăлтавпах чĕннĕ. 1981 çулта çуралнă пĕр ача амăшĕ пирки инçетрен хулăн "çыру" килнĕ. Çамрăк хĕрарăма автовокзалта тытса чарнă, урăлтарма хупса хунă. 2002 çулхи Катюшăна вăхăтлăх приюта ăсатнă. "Нумай ĕçмен эпĕ", _ каллех çирĕплетет 28 çулхи хĕрарăм. Оля хальхи вăхăтра ниçта та ĕçлемест. Çамрăк хĕрарăм хĕр ачи çинчен те шухăшламасть. Эрехе ачисенчен ытларах кăмăллакан амăшĕсене административлă майпа айăпласа штраф тỹлеттерме йышăнчĕç. Ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларасси _ пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, шкулăн, общественноçăн, чи пысăк та ответлă ĕç. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕн çумĕ О.Пупина, В.Васильева аслă вожатăй, Ĕнелĕнчи Г.Петрова культработник, Патреккелти пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕн медсестри Е.Борисова, шкул директорĕ Н.Иванов вырăнта профилактика канашĕсем мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕç. Хăвана хулă чухне авмасан, каярахпа аваймăн. Ача-пăчана та мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс те тỹрĕ çул çине тăратмасан каярахпа куççулĕсене шăлма саппун çакмах тивет. Чи малтан ачасемшĕн хамăрăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла та. Сĕтел çỹллĕш те ỹсеймен арçын ача пĕччен çур литр эрех ĕçсе ярать пулсан, малашлăх мĕнле пулĕ? Комисси ларăвне Л.Левый ертсе пычĕ, шкул ачисем пушă вăхăта епле ирттернине тĕплĕн тĕрĕслесе тăмаллине, Елчĕк шкулĕнчи ырă пулăма _ кашни шăмат кун ашшĕ-амăшĕпе учительсем рейда тухнине _ ытти ялсенче те ĕçе кĕртмеллине, киревсĕр йăла-йĕркесемпе туслă çемьесем патĕнче час-часах пулмаллине палăртрĕ.