08 апреля 2009 г.
Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче автомобиль çулĕсене тата ытти сооруженисене ванассинчен сыхласа хăварас, çул-йĕр хăрушсăрлăхне ỹстерес, автомашинăсене чăрмавсăр çỹретес тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Миллин йышăну кăларнă: ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсем çинче транспорт хатĕрĕсене кашни пĕр ось çине 5 тс, икĕ осьлă тележка çине 4 тс, виçĕ осьлă тележка çине 4 тс тивекен тиевпе вăхăтлăха çỹреме чарнă. Заводсенчен тата базăсенчен ял хуçалăхĕнче çурхи ĕçсем ирттерме çунтармалли, сĕрмелли материалсем, тракторсем, ял хуçалăх машинисем, медицина тата ветеринари препарачĕсем, апат тата апат çине хушакан япаласем, вăрлăхсем, минераллă удобренисем, ял хуçалăх машинисене юсамалли саппас пайсем, ăратлă выльăхсем, тырă, хăвăрт пăсăлакан продуктсем, коммуналлă тата йăла предприятийĕсене тата халăха валли топливо турттаракан транспорт хатĕрĕсене çỹретме пропусксем тỹлевсĕр памалла. "Специальная _ жидкий азот", "Аварийная служба", "Техпомощь" паллăсемлĕ, заводсенчен илсе килекен çĕнĕ, почта тата ытти çыхăнăвăн, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме хутшăнакан автомашинăсемпе транспорт хатĕрĕсене çак йышăну пырса тивмест.