Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем хамăршăн

08 апреля 2009 г.

 Район пуçлăхĕ Н.Миллин çирĕплетнĕ 2009 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 63-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен предприятисемпе организацисен, учрежденисен тата ытти юридика харпăрлăхĕпе ĕçлекенсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, симĕслетес тĕлĕшпе ик уйăхлăх ирттерме йышăннă. "Йывăç ларт тата ăна упра" йывăç кунне хутшăнса ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен массăллă мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Территорисене тирпей-илем кĕртмелли мероприятисене кирлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе районта ятарлă штаб туса хунă. Вăл 16 çынран тăрать. Штаб ертỹçи пулма район пуçлăхĕн çумне _ район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайăн начальникне И.В.Кузнецова çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене харпăр хăй территорине тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе вырăнта штаб йĕркелеме, кашни уйăхăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле ĕçсем туса ирттернине районти штаба пĕлтерме хушнă. Тăрăм ял тăрăхĕнче ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен ялсене тирпей-илем кĕртес, йывăç лартас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. "Йывăç ларт тата ăна упраса хăвар" ятпа иртекен массăллă акци кăçал кунта ака уйăхĕн 25 _ çу уйăхĕн 5-мĕшĕсенче иртĕ. Хальлĕхе ял тăрăхĕнчи уйрăм çуртпа пурăнакансем кил-çурт тата ун таврашĕнчи территорие, урамсене тирпей-илем кỹрессипе тимлеççĕ. Хĕлле пухăнса кайнă, халĕ юр ирĕлсен çиеле тухнă тĕрлĕ çỹп-çапран хăтăлса пĕрремĕш субботниксем Тăрмăшра иртрĕç те ĕнтĕ. Уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчех Шкул, Çурçĕр тата Тĕп урамсенче пурăнакансем çул хĕрринчи ăпăр-тапăра пуçтарчĕç, кỹршĕ-аршипе тăванĕсем хуçасăр кил-çуртсене сăн кĕртрĕç. Уйрăмах Е.Дмитриева, М.Осипов, А.Васильев, В.Максимов, Е.Осипова, О.Чернова тата В.Осипов, М.Петров, И.Щербаков çемйисем пуçаруллă пулнине пĕлтерме кăмăллă. "Жасмин" тата "Анастасия" уйрăм çын лавккисен ĕçченĕсем, пуçламăш шкул коллективĕ те ырă сăмаха тивĕç. Пуçтарăннă çỹп-çапа Елчĕкри свалкăна ăсатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика