04 апреля 2009 г.
Светлана! Çак асамлă ятăн славянла пĕлтерĕшĕ _ çутă, пысăк туйăмлă. Вăл савăнма юратать, унпа калаçу пуçарма çăмăл. Сăмахăм Елчĕкри Беляев ячĕллĕ урамра пурăнакан Светлана Владимировна Чернова пирки манăн. Мĕн пĕчĕкрен куç умĕнче ỹссе çитĕннĕрен-ши, çак пăрчăкан пек хĕртен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп, уншăн чунтан хĕпĕртетĕп. Светланăна ашшĕпе амăшĕн çунатти айĕнче ăшăнма май килмерĕ çав, çапах та асламăшĕн çепĕçлĕхне, ăш пиллĕхне чĕрепе туйса, ăша хывса, киленсе çитĕнчĕ вăл. Пурнăçăн тути-масине аван туйнă асламăшĕ _ хăйĕн ĕмĕрне ача садĕнче воспитательницăра ĕçлесе ирттернĕ. Римма Егоровна Чернова хĕр пĕрчине мĕн пĕчĕкрен лайăха вĕрентрĕ, унăн çутă пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемерĕ. Пĕчĕккĕн ĕçлеме хăнăхтарчĕ, пурăна киле алă ĕçне те вĕрентрĕ. Астăватăп-ха, Светлана Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ çумĕнчи "Илемпи" тĕрĕ кружокне пĕр сиктермесĕр, юратса çỹретчĕ. Мĕн чухлĕ тĕрĕ-çĕвĕ тума вĕренчĕ вăл унта... Паянхи кун Светлана _ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультечĕн 3-мĕш курс студентки. 2006 çулта вĕренме пуçланă вăл унта, çак тапхăрта Светлана питĕ лайăх енĕпе çеç палăрнă. Пĕтĕм предметпа ăнăçлă вĕренсе пырать тăрăшуллă та тимлĕ студентка, университетра иртекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Студентсен этемлĕхпе унăн культурине тĕпчекен, техника тата çут çанталăк çинчен вĕрентекен наукăпа практика конференцийĕсене çулсеренех кăмăлтан хутшăнать. Акă 2007 çулта "Елчĕк районĕнчи хушма ятсен пулăвĕ" тата "Каяс килмест Тăван çĕршывран" (Елчĕк тăрăхĕнче салтака ăсатас йăла-йĕрке) ĕçсемпе 2-мĕш вырăнсене йышăннăччĕ. 2008 çулта Светлана çырса хатĕрленĕ тĕрлĕ ĕçсемпе 5 хутчен малтанхи виçĕ вырăнтан пĕрне çĕнсе илме пултарчĕ. "Эстрада юрăçисен тумĕн хăйне евĕрлĕхĕ" темăпа вăл пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех "Çын, гражданин, ученăй" темăпа та унăн ĕçне чи лайăххи тесе хакларĕç. С.Чернова студентсен наукăпа практика конференцийĕсенче час-часах тĕрлĕ темăпа тухса калаçать. 2008 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта "Аслă Атăл çамрăклăхĕ" Х конференци-фестивальте "Чăвашсен йăли-йĕрки çинчен" докладпа 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Спорт мероприятийĕсене те яланах активлă хутшăнать. Пĕр курсра вĕренекенсем, преподавательсем хушшинче те пысăк хисепре Елчĕк пики. Ахальтен мар вăл 2009 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Чăннипех те тивĕçлĕ çак хисепе Елчĕк тăрăхĕнчи культура пурнăçĕнчен пĕрре те айккинче юлман студентка. Яла таврăнсан кирек хăçан та тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса хăйĕн чуна хускатакан юррисене куракансене парнелет. Пысăк тавра курăмлă, ỹркенмен, хăйне мăнна хуман, пултаруллă ентешĕмĕре яланах ăнăçу сукмакĕпе пĕр такăнмасăр утма Турă пулăшса пытăрах. Маттур эсĕ, Елчĕк хĕрĕ _ Светлана Чернова. Эпир санпа мухта- натпăр.