01 апреля 2009 г.
Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Васильевич Сапожников районта çеç мар, республикипех паллă çын. Хальхи вăхăтра хастар ентешĕмĕр Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ. Сумлă педагог тата унăн ĕçтешĕсем, студентсем çак кунсенче пирĕн районта пулчĕç. Чи малтанах В.Сапожников ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вун пĕрмĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Выпускниксем педагогика колледжĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан слайдпа, кунти студентсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. "Ĕмĕт" фольклор ушкăнне çỹрекен хĕрсен йышĕнче Елчĕксем те сахаллăн мар. Çак кунах Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта районти шкул директорĕсен канашлăвĕ иртнĕрен В.Сапожников ĕçтешĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсен умĕнче уçă урок ирттерчĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, информаципе методика центрĕн директорĕ В.Катюкова, В.Баймушкин методист шкул ертỹçисен умĕнче тăххăрмĕш, вун пĕрмĕш классенче пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ ирттерес ыйтусемпе тухса калаçрĕç. Тĕл пулу кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. Педагогика колледжĕн ĕçченĕсем Курнавăшри информаципе культура центрĕнче ял халăхĕпе тĕл пулчĕç. Кунта В.Сапожниковпа Л.Левый районти ачасене педагогика колледжне тỹлевсĕрех вĕренме илесси çинчен йышăннă килĕшỹ çине алă пусрĕç. Апла пулсан, аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрейменнишĕн кулянма кирлĕ мар, колледж алăкĕ яланах уçă. Унта 7 тĕрлĕ специальноç илме май пур. Унсăр пуçне хушма пĕлỹ илмелли курссем те йышлă. Пултаруллă студентсене хавхалантарса пырасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Тĕл пулăва пуçтарăннă халăх "Ĕмĕт" фольклор ансамблĕн юрри-кĕввине итлесе савăнчĕ, ентеш-студентсен пултарулăхĕпе паллашрĕ. Сăмах май, Валерий Васильевич хăй те юрă ăсти. Зала ахаль лартмарĕ вăл, чăваш,вырăс юррисене юрлаттарчĕ. "Пĕтмест-ха чăваш халăхĕ, пĕтмест. Епле капăр çуртсем хăпартаççĕ ялсенче. Апла пулсан вĕренмелле, малалла талпăнмалла. Халĕ ĕлĕкхи мар, вĕренме мĕнпур услови пур. Вĕренни _ çутă", _ шухăш тĕп вырăнта пулчĕ В.Сапожниковăн.