Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Савăнăç куççулĕ"

01 апреля 2009 г.

"Елчĕк ен" хаçатăн çырусен пайĕн редакторĕ В.Кириллова çак кунсенче "Савăнăç куççулĕ" ятпа кĕнеке кăларчĕ. Кĕнеке "Елчĕк ен" хаçат типографийĕнче 300 экземпляр тиражпа çапăнса тухрĕ. Пĕрремĕш кĕнекине автор тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавсене кĕртнĕ. Иртнĕ кунсенче вара Валентина Алексеевна хăйĕн тăван ялĕнче _ Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре кĕнеке презентацине ирттерчĕ. Унта авторăн тăванĕсем, çывăх юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсен хушшинче Комсомольски районĕнчи "Каçал ен" хаçат редакторĕ Л.Шуряшкина, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музей ертỹçи В.Вастулова тата ыттисем те пулчĕç. Пуçтарăннисем "Савăнăç куççулĕ" кĕнекене пысăка хурса хакларĕç. Хăйĕн хайлавĕсенче автор пурнăçри пысăк та кирлĕ ыйтусене çутатса панине, калавсем çăмăллăн вуланнине, вĕсене вуланă май куçсем куççульпе тулнине палăртрĕç, çыравçăна малашне те çакăн евĕр нумай кĕнеке калăплама сĕнчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем И.Шурбинпа В.Панкратова уява чăннипех те илем кỹчĕç. Вĕсен юррисене кăмăлланăран Каçал ен халăхĕ вĕсене çывăх кунсенче концертпа килме йыхравларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика