28 марта 2009 г.
Пĕтĕм Раççейре Культура ĕçченĕсен кунне иккĕмĕш хут паллă турĕç. Çак уява палăртни çынсен ăс-хакăлпа кăмăл-туйăмне, халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе чăннипех вăй-хала шеллемесĕр культура анинче тăрăшакан çынсен ĕçне тивĕçлипе хаклани пулать. Культурăн районти ĕçченĕсем хăйсен професси уявне палăртма "çавра сĕтел" хушшине, Елчĕкри культурăпа кану центрне пухăнчĕç. Уява илемлетекенни пирĕн ентеш В.Сапожников ертсе пыракан Шупашкарти педколледж коллективĕн музыка саламĕ те пулчĕ. Хастар ĕçченсене професси уявĕ ячĕпе район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ А.Карлин, культура ветеранĕ Г.Лисицын тата ыттисем саламларĕç. Культура ĕçченĕсем районти чылай службăна пысăк пулăшу параççĕ. Мĕн пытармалли, районти мĕн пур мероприяти вĕсем хутшăнмасăр иртмест. Малашне те хутшăнусене анлăлатас тĕлĕшпе пĕрле килĕштерсе ĕçлессине шанса Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, ЗАГС тата социаллă хỹтлĕх пайĕсен ертỹçисем В.Спиридоновăпа И.Аникина культура ĕçченĕсене тав турĕç. Чи хисеплисене, мухтава тивĕçлисене райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова район пуçлăхĕн Н.Миллинăн, "Единая Россия" партин вырăнти политканашĕн, районти хĕрарăмсен канашĕн саламĕсене вуласа пачĕ, Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе чысларĕ. Çынсен пурнăçне куллен илемлетес, вĕсем валли уявсем йĕркелес енĕпе тăрăшакансем хăйсем те канма пĕлеççĕ. Хаваслă кĕвĕ-юрă, шỹтсем янăрарĕç чылайччен уявра, ташă кĕвви те, хăна сĕтелĕ те илĕртрĕ.