Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенмен, ăста пулнăран тулăх пурăнаççĕ

28 марта 2009 г.

Ỹркенмен, ăста пулнăран тулăх пурăнаççĕ Çуткỹлте чăннипех ĕçчен çынсем пурăнаççĕ: Фоминсем (виçĕ çемье), Новиковсем, Александровсем, Ильинсем, Семеновсем, Васильевсем, Доброхотовсем, Волковсем... хăйсен килти хуçалăхĕсенче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Тури касри Николай Новиков тата Иван Фомин хуçалăхĕсенче эпир нумаях пулмасть ятарласа пулса куртăмăр. Фоминсем хальхи вăхăтра сăвакан 2 ĕне, 11 сурăх, çав шутран 4 така усраççĕ, 11 сысна самăртаççĕ, чăх-чĕп, индокăвакалсем (кăрккапа кăвакал гибричĕ) тытаççĕ. Кил хуçи Иван Ильич пире тарават кĕтсе илчĕ, пĕр-пĕрне тахçанах пĕлетпĕр, паллатпăр тейĕн, ăш-пиллĕ калаçу пуçарчĕ. _ Эпир анчах мар, вăй питти çынсем пурте ĕне, май пур таран ытти выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшаççĕ. Ялта пурăнаканăн тата урăх ăçтан укçа илмелле? Тĕрĕссипе, сĕт, аш-какай сутса кулленхи пурнăçа сыпăнтарса пурăнатпăр та, _ тет арçын. Икĕ ĕне тытакан çемье хальхи вăхăтра куллен 35-40 килограмран кая мар сĕт сутать. Анчах унăн хакĕ, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, палăрмаллах йỹнелни ял çыннине пăшăрхантарать, калаçтарать. Çу хисепĕ 2,5 процентлă пакетри 1 литр сĕте лавккаран 28 тенкĕ парса туянатпăр пулсан, ял çынни хăй аллипе туса илнĕ чăн сĕте те 7 тенкĕпе анчах сутать. Апла пулин те аллисене усмаççĕ ял çыннисем. Новиковсем, Фоминсем пекех сăвакан икшер ĕне усракан ытти çемьесем те паянхи хаксен тан марлăхне вăхăтлăх пулăм тесе шутлаççĕ. Малашне сĕте тивĕçлĕ хак парасса шанаççĕ. _ Йỹнĕ пулсан та сĕт сутнинчен куллен нухрат пуçтарăнать. Тытма пĕлмесен пысăк укçа та ниме тăмасть, унпа пĕлсе усă курсан сахалли те перекетлĕ, пус çумне пус хушсан тенкĕ пулать, _ теççĕ пĕр касра пурăнакансем. Хуçалăха тĕреклĕ тытасси арçынран нумай килет. Иван Ильичпа Николай Петрович, иккĕшĕ те механизаторта ĕçленĕскерсем, çав çулсенче укçи-тенкине те сахалах илмен. Тирпейлĕ, укçа-тенке перекетлĕ тытма пĕлнĕрен пĕрлешỹллĕ хуçалăхра ĕçлесех пысăк кирпĕч çуртсем, йĕри-тавра чăх-чĕп вĕçсе кĕрейми хуралтăсем хăпартма пултарнă. Тĕрĕссипе, ун чухнех çемьесем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Вĕсене халĕ те çав тери юратса пăхаççĕ, пĕрре хăнăхнă ĕç чăрмав пек те туйăнмасть. Николай Фоминăн мăшăрĕн, Галина Сергеевнăн пĕтĕм пурнăçĕ выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă. Вăл дояркăра, свинаркăра нумай çул тăрăшнă, килте те çак ĕçех тунă. Мария Васильевнăпа Николай Петрович Новиковсем сăвакан 2 ĕне, 12 сысна хĕл каçарнă. Вĕсен хуçалăхĕнче сыснасен хисепĕ тепĕр чухне 18 пуçа та çитет. Унсăр пуçне кил хуçи лашасене кăмăллать. Пĕр вăхăт рысак урхамах та тытнă вăл, яла тĕлĕнтернĕ. Халĕ те унăн картишĕнче лаша пур. _ Вăл _ манăн тус, унсăрăн эпĕ хама çунатсăр çын пекех туятăп, _ тет Николай Петрович. Лаша мĕн авалтанах чăваш çыннин шанчăкĕ, тĕрекĕ, пулăшаканĕ пулнă. Мĕншĕн тесен хресчен унсăрăн пурăнайман, лашапа ака-суха тунă, кулленхи пурнăçра вăрмана, пасара, инçе çула лава çỹренĕ, халĕ те вăл питĕ кирлĕ, чĕрĕ туртăм вăйĕ шутланать. Паянхи техника ĕмĕрĕнче те Çуткỹлĕнче пурăнакансем лашана хисеплеççĕ. Семеновсем, Иван Иванович Фомин, Васильевсем, Волковсем те лаша усраççĕ, унпа тĕрлĕ ĕç тунă çĕрте усă кураççĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх ура çинче çирĕп тăнă çулсенче Фоминсем пек çемьере икĕ çын çулталăк тăршшĕпе ĕçлесе ĕç укçине кура натурăпа уйăракан тырра 9-10 тоннăран кая илсе курман. Килти пысăк хуралтăра кĕлетсене те вырнаçайман тырă вĕсене йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çитнĕ, сутлăх та юлнă. Халĕ Фоминсем 3 гектар çĕр лаптăкĕпе усă кураççĕ. Унта, тĕпрен илсен, курăк акса çитĕнтереççĕ. Иртнĕ кĕркунне çак лаптăкран 15 автомашина утă çулса илнĕ. Ăна выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипе тăрантарма капансене хывнă, ытлашшине сутнă. Унсăр пуçне вĕсем кашни çул тухăçлă севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акса-лартса çитĕнтереççĕ, пысăк тупăш илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика