Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре малта пыракан хисепе тивĕç

28 марта 2009 г.

 Ĕне сăвакансен тăрăшулăхне тивĕçлипе хакламалăх пур. Сĕт туса илессипе сарăлнă ăмăртура ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕне фермисен коллективĕсем иртнĕ çул палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртрĕç. Çапла майпа районĕпе кашни ĕнерен 4735 килограмм, виçĕм çулхинчен 521 килограмм ытларах сĕт сунă. "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи дояркăсем кашни ĕнерен чи нумай сĕт сăвакансем пулчĕç _ 6631 килограмм, "Яманчурино" ООО _ иккĕмĕш вырăнта, вĕсен кăтартăвĕ _ 6229 килограмм. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 2008 çулта кашни ĕнерен 6167 килограмм сĕт сунă. Уйрăм дояркăсен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче "Победа" хуçалăхри Анна Константиновăпа танлашма пултаракан урăх никам та тупăнман. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 7078 килограмм сĕт сума пултарнă. Унпа пĕрле ĕçленĕ Зоя Емельянован кăтартăвĕ _ 5900 килограмм. _ "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнче юлашки çулсенче сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пынин тĕп вăрттăнлăхĕ _ сăвакан ĕнесене тулăх рационпа тăрантарнинче, _ çирĕплетет район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ валли пĕр условлă выльăх пуçне хуçалăхра 45 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнă. Пĕтĕм апат _ сенаж, кукуруза силосĕ пысăк пахалăха тивĕçнĕ. Унсăр пуçне, кулленхи рациона йĕркеленĕ чухне çулталăк тăршшĕпех хушма апатпа _ жмыхпа анлăн усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра та фермăра куллен кашни ĕнерен 18,9 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2,2 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Хальхи вăхăтра "Победа" хуçалăхра 120 пуç ĕнене те икĕ доярка анчах сăвать. Çĕнĕ йышши сăвакан зал хута кайнăранпа ĕç тухăçлăхĕ нумай ỹснĕ. Ĕне сăвакансем тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ. Вĕсен мĕншĕн тăрăшса ĕçлес мар? "Яманчурино" ОООри малта пыракан дояркăсем Надежда Краснова, Клавдия Ермолаева, Елена Маркова тăрăшулăхне пула хуçалăх сĕт сăвассине çуллен ỹстерсе пырать. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ферма хĕрĕсем те кайри ретре пулма хăнăхман. Надежда Носова, Валентина Изратова, Валентина Григорьева, Светлана Федорова, Лариса Головина, Ольга Григорьева, Вера Соловьева, Любовь Изратова хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимлеççĕ. "Сатурн", "Урожай", "Прогресс", "Эмметево", "Рассвет", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕне сăвакансен курăмлă ĕçне те тивĕçлипе хаклатпăр. Çапла майпа иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пурĕ 46 çын районти малта пыракан дояркăсен клубĕн членĕсем пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика