28 марта 2009 г.
Тĕнчери финанс кризисĕн тапхăрĕнче нумай çын ĕçсĕр тăрса юлни пирĕн çĕршывра та вăйлă палăрать. Хулара пурăнакансене уйрăмах çак пулăма чăтса ирттерме çăмăл мар. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен вара ĕçсĕр тăрса юласран шикленмелли çук. Кăçал, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, иртнĕ çулхинчен те ытларах тĕш тырă, çĕр улми туса илмелле. Апла пулсан, ял хуçалăх производствинче ĕçлеме çынсем тата ытларах кирлĕ пулаççĕ. Çĕр-аннемĕр пурне те ĕç тупса парать, ан ỹркен çеç. 15-20 çул каялла пирĕн колхоз çулсерен 90 гектартан кая мар çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Ăна пухса кĕртме 100 çын ытла хутшăнатчĕ. Сезон вăхăтĕнче кунта сумлă укçа ĕçлесе илме пулнине кура районти предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем юри çак вăхăтра отпуск илсе колхоз хирне тухатчĕç. Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра йĕтемре тырра алласа сортланă çĕрте тимлетчĕç. Халĕ ял çыннине хулана кайса ĕç тупма йывăрланчĕ, малашне, курсах тăратпăр, çак пулăм каялла çаврăнса çитет. Хулара пурăннă, унта ĕçсĕр тăрса юлнисем яла килсе ĕçлеме пуçлĕç, акă. Уй-хирте тырă çитĕнсен çăкăр, выльăх-чĕрлĕх усрасан юр-варĕ те, аш-пăшĕ те пулать. Чăх-чĕпне те усрамасăр пурăнмасть ял халăхĕ. Хальхи вăхăтра ялта та чапа юратакан пултăмăр. Хула çыннисем пек тумланатпăр, лавккаран тутлă çимĕç анчах туянатпăр, хамăр алăпа, килте туса илнĕ апат-çимĕçе вара шута хумастпăр. Финанс кризисĕ укçа-тенке перекетлĕ тыткалама вĕрентет. Пурнăç яланах пĕр тикĕс пулмĕ. Йывăр тапхăра та чăтса ирттерме тивет пулĕ халăха. Ял çыннин вара çанă тавăрса çĕр çинче ĕçлемелле. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çынсем ялта пурăнса, çĕр çинче ĕçлесех пурнăçĕсене малалла яраççĕ. Таяпа Энтринче çакăн пек тăрăшуллă çынсем сахал мар. Çамрăклах ялтан хулана тухса кайнă Валерий Смирнов ялта пурăнакан амăшĕн çĕр пайне хăй çине куçарттарчĕ. Вăл хăйне тивĕçекен çĕр лаптăкĕпе малашне тухăçлă усă курма, тупăш илме ĕмĕтленет. Валерий Смирнов вичкĕн çын, вăл хăйĕн пурнăçне хулара та лайăх йĕркелесе янă, ялта та хăйĕн ĕçне ăнтарасса шанатпăр. Çĕр çинче ĕçлеме унăн кирлĕ техника та пур. Пĕччен пурăнакан ватă амăшĕн кил-çурчĕ пушарта çунса сиенленнĕ хыççăн Валерий ăна газпа хутса ăшăнакан пысăках мар çурт туянса пачĕ. Пурнăçа çын хăй çине тăнипе йĕркелет. Валерие ашшĕпе амăшĕ мул паман, тăрăшуллă çамрăк мулне хăй пухнă. Шăллĕне те хăйпе пĕрле ĕçлеме явăçтарчĕ, тỹрĕ çул çине кăларчĕ. Вĕсем ялти хăш-пĕр çамрăксем пек ĕçсе-çапкаланса çỹремеççĕ, тăрăшуллă пулнипе ят-сума тивĕçнĕ. Ялти фермерсем тулăх, çителĕклĕ пурнăçпа пурăннине те пурте куратпăр. Айккинчен пăхса эпир вĕсене ăмсанатпăр, анчах çак пурлăх çăмăлпа пулманнине нумайăшĕ ăнланмасть те. Пурте вĕсем пек ĕçлеме чăтăмлăх та, мехел те çитереймест. Пирĕн ялти фермерсем чăннипех малашлăха курса ĕçлекен çынсем пулчĕç. Халĕ вĕсен хуçалăхĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ, вĕсене финанс кризисĕ те хăратмасть.