28 марта 2009 г.
Сиенлĕ йăласене хирĕç Эрех-сăра, пирус çынна нихăçан та ырă туман. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне лайăх ăнланатпăр-ха, анчах пур чухне те шута илейместпĕр-çке. Юлашки вăхăтра "Наркомани" тата "Çамрăксем" сăмахсем час-часах пĕрле илтĕнеççĕ, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хумханмалăх, пăшăрханмалăх сăлтавĕ пур. Çамрăк ăру сывлăхпа вăй-хал енчен хавшак пулни пурне те шухăшлаттарать, кулянтарать. Паянхи яш-кĕрĕме ырă-сывă, çирĕп чунлă, хаваслă та ăслă курас тĕллевпе районти библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çак ĕçре эпир шкулсемпе, районти тĕп больницăри наркологпа, психиатрпа, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев _ çамрăксен право пĕлĕвне ỹстересси, эрех-сăра, пирус, наркотик организма хавшатни, аркатни çинчен витĕмлĕрех ăнлантарса парасси, тĕрлĕ информаципе тивĕçтересси. Чылай çул ĕнтĕ тĕп библиотекăра "Сывă ăру" ятпа сывă пурнăç шкулĕ ĕçлет. Асăннă шкул район шайĕнче çулсерен иртекен "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнать. Çавна май çамрăксене кăсăклантаракан ыйтусене тĕпе хурать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистекен тата хăнăхтаракан, право пĕлĕвне анлăлатма пулăшакан мероприятисем йĕркелет. Нумаях пулмасть "Сывă пурнăç _ пурнăç тĕрекĕ" калаçу иртрĕ. Унта Р.Шакова тухтăр-нарколог çамрăк вулакансене сĕнỹсем пачĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлĕсене пĕр пытармасăр пĕр-пĕринпе сỹтсе явни, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илни вĕсемшĕн усăллă пулчĕ. Аслă классенче вĕренекенсемпе пирус туртнин сиенĕ тата сăра ĕçнин хăрушлăхĕ пирки калаçу пуçарнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. "Сывлăх энциклопедийĕ" дискпа усă курса ирттернĕ электронлă презентаци, кĕнеке куравĕсем вара пурне те интереслĕ. "Компьютер тата сывлăх", "Спортпа сывлăх", "Киревсĕр йăласем" мероприятисене час-часах ирттернĕ май вулавçăсем пĕр тĕллев патне тухаççĕ: обществăна сывлăхлă та ăслă-тăнлă çынсем кирлĕ. Çамрăк вулакансене тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕнче йĕркеленĕ "Правовед" клуб ĕçĕсем уйрăмах илĕртеççĕ. Клубăн тĕп тĕллевĕ _ право пĕлĕвне ỹстересси тата кирлĕ информаципе тивĕçтересси. Пуш, ака уйăхĕсенче иртекен черетлĕ "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие, республика шайĕнче иртекен "В будущее без риска!" конкурса хутшăнса районти библиотекăсем тĕрлĕ мероприятисем, уçă уроксем, калаçусем йĕркелеме палăртнă. Ашшĕ-амăшĕ, вулакансем асăннă мероприятисене хутшăнасса шансах тăратпăр. Ачасен шăпи пирĕн аллăмăрта пулнине манас марччĕ.