28 марта 2009 г.
Мускав университетне парăнтарнă Пирĕн район каччисемпе хĕрĕсем çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче вырнаçнă аслă шкулсене парăнтарнине илтме яланах кăмăллă. Çак кăларăмра манăн вулакансене Мускаври Н.Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнче 1-мĕш курсра пĕлỹ пухакан Патреккел каччипе Дмитрий Клементьевпа паллаштарас килет. Дима Патреккел шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн пĕлĕвне малалла Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейра туптанă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă яшсемпе хĕрсем олимпиадăра, конкурсра малти вырăна йышăнса асăннă лицей ятне çỹллĕ шайра тытни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче хула олимпиадисенче 37-шĕ, республикăра 17-шĕ малти вырăнсене йышăннă. Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче республика чапне çĕкленине палăртма вара уйрăмах кăмăллă. Çĕнтерỹçĕсен хушшинче Д.Клементьев та пулнă. Вăл Мускаври Н.Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнче политехника предмечĕпе иртнĕ олимпиадăран III степеньлĕ дипломпа таврăннă. Çак олимпиада пирки каласа пама ыйтсан Дима çапла пĕлтернĕччĕ: "Олимпиадăра çĕнтерме ансат маррине пĕлсех унта пысăк хавхаланупа кайрăм. Пĕрремĕш кун теори ыйтăвĕсене хуравларăмăр. Практика турĕ виçĕ куна пычĕ. Эпĕ хамăн проекта хỹтĕленĕ май Мускав профессорĕсен ыйтăвĕсене туллин хуравларăм. Теори турĕнче 100 балран 71 балл пухрăм, практика турĕнче те 71 балл хушăнчĕ. "Халĕ ĕнтĕ эсир Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне конкурссăрах кĕнĕ тесен те юрать", _ пĕлтерчĕç пире Мускав профессорĕсем ун чух". Çапах та Д.Клементьевăн ĕмĕчĕсем пысăк пулнă _ пĕрремĕш хут олимпиадăна кайнă чух Н.Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн алăк хăлăпне тытсанах ăна темле ăнланмалла мар туйăм çавăрса илнĕ _ çак туйăм асăннă университета парăнтарса пăхма "сĕннĕ". Тепĕр темиçе уйăхран Дима хăй умне лартнă тĕллевне пурнăçланă _ вăл çак университетăн студенчĕ пулса тăнă. Олимпиадăра çĕнтер-нĕшĕн тивĕçнĕ 30 пин тенкĕпе йĕкĕт чи малтанах хăйне компьютер туяннă. Çакăн пек пысăк çитĕнỹсем тỹперен йăтăнса анманни паллă. "Лицейра вĕренме пỹрнĕшĕн Турра тав тăватăп. Кунта, паллах, ялти шкулти педагогсем никĕсленĕ пĕлỹ, тăрăшса вĕренни, ĕçченлĕхпе пысăк чăтăмлăх, лицей вĕрентекенĕсен тăрăшулăхĕпе пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех лицейри учебниксемпе справочниксем, лаборатори сăнавĕсем ирттермелли майсем, кирлĕ вĕрентỹ программисем пулни те çула уçса пычĕ", _ пĕлтернĕччĕ каччă. Мĕнех, пĕлỹ çулĕпе малтан мала ăнтăлакан Димăна малашне те ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунар.