21 марта 2009 г.
Юлашки çулсенче уйрăм кĕрешỹ мелĕ _ чăваш наци кĕрешĕвĕ вăй илсе пыни самаях туйăнать. Ăна пуçарса яракансенчен пĕри _ Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Николай Игнатьевич Петров, хальхи вăхăтра вăлах _ Чăваш Енри асăннă спорт енĕн федераци ертỹçи. Чăваш наци кĕрешĕвĕ районти Кушкă, Аслă Елчĕк, Елчĕк, Лаш Таяпа ялĕсенчи ачасемпе çамрăксене ытларах кăсăклантарать. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă Дмитрий Васильев иртнĕ çул Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланăччĕ. Алексей Шаков, Александр Мольков, Геннадий Обручков, Александр Седов (Аслă Елчĕк), Эдуард Дергунов, Павел Зайцев, Борис Баскаков (Кушкă) республика тулашĕнче хăйсен ăсталăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕç. Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Эдуард Адюков çитĕнĕвĕ вара ыттисемшĕн чăннипех тĕслĕх шутланать: пĕлтĕр Иваново облаçĕнче иртнĕ Атăлçи федераци округĕнче хăй виçинче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. "Кĕрешỹ" спорт ăмăртăвĕ _ Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен чи юратнă, анлă сарăлнă мероприятийĕ. Мускаври ентешсен "Акатуй" уявĕнче те _ тĕп программăра. Чăваш наци кĕрешĕвĕ хăйĕн географине анлăлатса пыни çак ĕçшĕн "çунса-вĕресе" тăракансенчен нумай килет. Кĕрешỹ федерацине тăтăшах пулăшса пыракансем _ тĕнче класлă спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ Олег Захаров, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Атаманов, Чăваш Наци Конгресĕн ĕçченĕ Виталий Васильев. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешре палăртнă ятарлă турнир та вĕсем тỹрреммĕн хутшăннипе иртет. Çамрăк кĕрешỹçĕсене çĕнĕ кавир çинче вăй виçме питĕ кăмăллă пулĕ.