21 марта 2009 г.
Таяпа Энтринчи Ольга Григорьевна Миронова пултаруллă та хастар хĕрарăм. Ялта ăна пурте хисеплеççĕ. Хăй те ăш пиллĕ, çынпа тарават. Чун туртăмĕ пур унăн: кĕнеке вулама юратать. Уйрăмах Ольга Григорьевнăна хĕрарăмсен шăпи çинчен çырнă произведенисем кăсăклантараççĕ. Хăй мĕн вуланине кỹршисене каласа кăтартать, хайлаври сăнарсемшĕн хурланать, савăнать... Н.Симунов, С.Павлов, В.Синичкин çырнă хайлавсене кăмăлласах вулать вăл. Нумаях пулмасть ялти ватăсем Н.Симуновăн "Телейне кура шăпи" кĕнекине вуласа тухрĕç. "Афган вăрçинче пуç хунă çамрăка шеллесе, хамăра ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче курса куççульпех макăртăмăр", _ каласа парать пенсионерка. Çыравçăн хайлавĕсем трагедие çывăх тăракан çивĕч сюжетсемпе палăрса тăраççĕ. Анчах геройсен кун-çулĕ темĕнле терт-нушаллă çаврăнса килет пулин те вĕсен пурнăçĕнче яланах ырă шанчăк кỹрекен çутă хĕлхем пурри сисĕнет. Автор тăван халăхăн йăли-йĕркипе чĕлхине витĕр пĕлсе тăни те куç кĕрет. Н.Симунов ачасен ỹсĕм психологине питĕ лайăх пĕлни курăнать. Вăл халăх педагогикине те тĕрĕс ăнланнă, çынна ĕçпе йыш кăна тĕрĕс çул çине тухма пулăшать тесе ĕненет. "Телейне кура шăпи" кĕнеке _ 2008 çулхи чи лайăх, нумай çын вулакан чăвашла кĕнеке тесе шутлать ватă педагог. "Елчĕк ен", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Хыпар" _ Ольга Григорьевнан юратнă хаçачĕсем. Вăл общество пурнăçĕнчен те пăрăнмасть, "Елчĕк ен" хаçатăн хастар ялкорĕ. Çапах та уншăн чи пысăк хисеп _ çемье, кил-йыш, тăван-пĕлĕш сума суни. Ял хăйĕн çыннисемпе илемлĕ, тенĕ ĕлĕкренех. Ольга Григорьевна _ чăнласах та ял илемĕ, ырă ята тивĕçлĕ вăл.