Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекарь _ хурт-хăмăр ăсти

21 марта 2009 г.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Нина Мартериевна Захарова ялти библиотекăра нумай çул тăрăшса ĕçлерĕ. Библиотекăна килекенсене ăшшăн та тарават кĕтсе илме, вулакан мĕн ыйтнине яланах тивĕçтерме тăрăшрĕ. Шкулпа тачă çыхăнура тăчĕ, ачасемпе, ялти çамрăксемпе, ватăсемпе тĕрлĕрен мероприяти ирттерсе вĕсене кĕнеке, библиотека, культура еннелле туртăнма пулăшса пычĕ. Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне, тавра курăмне кура вăл хисеп, тав хучĕсем илме, çавăн пекех Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçме пултарчĕ. Халĕ Нина Мартериевна тивĕçлĕ канура. Нина Мартериевна Захарова культура ĕçченĕ çеç мар. Вăл _ ялти хурт-хăмăр ăстисенчен пĕри. Нумай шыв-шур юхрĕ ĕнтĕ Нина Мартериевна хурт-хăмăрçă ăсталăхне алла илнĕренпе. Пыл хурчĕн пурнăçне лайăх пĕлекен, çав пĕлỹпе ĕçре усă куракан çын кăна чăн-чăн хурт-хăмăр ăсти пулма пултарать. Çакăн пек çынсен шутне кĕрет те ĕнтĕ Нина Мартериевна. Вăл хăйĕн пыл хурчĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрса, сăнаса тăрса, ĕçе тĕплĕ те тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырса техĕмлĕ те паха пыл туса илет. Ахальтен каламан çав ваттисем: "Ỹркенмен ăста пулнă".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика