Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн ывăл

21 марта 2009 г.

Кĕçĕн ывăл Çурхи илемлĕ те янкăр кун çут тĕнчене килнĕренех-тĕр хĕл ыйхăран вăраннă вăхăта шутсăр кăмăллать Николай. Ял çыннин чи канăçсăр вăхăчĕ _ çур аки çитет-çке. Мĕн ачаран тăван çĕр-аннемĕр çинче тар тăкнă механизатор куçĕсем умне иртнĕ кунсем асамлăн тухса тăраççĕ. Хыçра _ утмăл çул. Нумай та мар пек вăл, çапах та сахал та мар. Тивĕçлĕ канăва тухакан арçын трактор паркне утнă май тарăн шухăша путрĕ, аса илỹсем хăйсен ытамне илчĕç ăна. ...Тỹскел ялĕнчи Ефросиния Осиповнăпа Павел Васильевич Черновсен йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ вăл. Ашшĕ колхозри чи малтанхи механизаторсенчен пĕри пулнă. Пурнăçĕнче нумай хура-шур курнăскер, ывăлĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Александр, Виталий, Валерий пиччĕшĕсем хыççăн Николай та пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах комбайнпа тырă вырнă. _ Техникăна мĕн пĕчĕкрен юратнă эпĕ. Чи малтанхи туйăм халĕ те куç умĕнче. Акă эпĕ комбайн кабининче комбайнерпа юнашар ларса пыратăп. Пичче мĕнле ĕçленине сăнатăп. Çăра тулă комбайн çине тинĕс хумĕ евĕр тỹнет. Эпĕ питех те тимлĕ пăхнине сисрĕ пулас пичче. "Комбайн тытса пырасси ача-пăча вăййи мар, анчах эсĕ пултармалла. Часах хăвăн штурвал умне лармалла пулать. Тыт комбайна", _ терĕ вăл мана. Çакăн чухне Николай хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарма шухăшларĕ те. Елчĕкри вăтам шкултан аттестатпа пĕрле тракторист-машинист удостоверенине алла илчĕ. Унтан икĕ çул тракторпа вăй хучĕ. 1968 çулта çар ретне тăчĕ. 1971 çулта çар службинчен таврăнсан тепĕр куннех трактор паркне васкарĕ вăл. Çамрăка кивĕ, тахçанах тимĕр-тăмăра памалли СК-3 комбайна юсама хушрĕç. Помощник та тупăннă ăна: хăй пекех çарта моряк пулнă Владимир Смирнов. Юлташсем тырă вырма тухиччен комбайна юсаса пĕтернĕ. Паллах, çĕрне-кунне пĕлмен вĕсем. Пĕр эрне иртсенех комсомол экипажĕ ячĕпе правлени çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ, вырма вĕçленсен вара пĕрремĕш хут пучах кăшăлĕ тăхăннă Николай Чернов комбайнер. Механизатор профессине алла илнĕшĕн савăнчĕ вăл. Çĕр-аннемĕр çинче вăй хунинчен ырри мĕн пултăр. Чуна ырăлăх, ăшă парать хура çĕр. Çапла çул хыççăн çул иртнĕ май Черновсен династийĕ районта çеç мар, республикăра чапа тухрĕ. Тăватă пĕр тăван мăшăрĕсемпе пĕрле (çемье экипажĕсем) тырă çапса тĕшĕлерĕç. Механизаторсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелессине те районта вĕсемех пуçăннă. Черновсен ырă пуçарăвĕсене халĕ те лайăх астăваççĕ хуçалăхра. Акă, Николай Чернова аслисем звено руководителĕ пулма çирĕплетрĕç ун чухне. Пиччĕшĕсем ыт ахальтен шанмаççĕ: çамрăк, пултаруллă, ĕçе ячĕшĕн пурнăçлас йăла çук унăн. Вăй-халĕ, харсăрлăхĕ виçĕ çыншăн та пур тейĕн. Н.Чернов экипажĕ 1973 çулта республикăри комбайнерсен ăмăртăвĕнче çĕнтерчĕ, 6 пин центнер ытла тырă вырса çапрĕ. Ун чухне 24 çулхи механизатор Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕç пулчĕ. Тепĕр çулĕнче те районта пысăк çитĕнỹ турĕ Николай. Тăрăшуллă çамрăка Ленинла комсомолăн XVII съездне кайма делегата суйларĕç. 1975 çулта ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн "Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ" ылтăн знакпа, каярахпа "Ылтăн пучах" знак парса наградăларĕç. 1979 çулта Патăрьел суйлав округĕ тăрăх пултаруллă тракториста СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйларĕç. Ял çынни çеç мар, кỹршĕ район ĕçченĕсем те ахаль механизатора çак пысăк чыса шаннăшăн епле хумханнăччĕ Николай Чернов. Ара, вăл та ыттисем пекех çанă тавăрса вăй хурать-çке. Урăхла ĕçлеме вĕрентмен ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсем. Юлашкинчен хăйне хăй сăмах пачĕ тракторист: тата та тăрăшарах вăй хумалла, ĕçпе хуçалăха малтан мала ямалла. "Пысăк чыса тивĕçни республикипе паллă "Прогресс" колхоза, унти мĕнпур ĕçченсен хастарлăхне пысăка хурса хаклани пулать ĕнтĕ", _ шутларĕ икĕ ача ашшĕ. Тăрăшса пилĕке авакана патшалăх хаклать, ял-йыш сума сăвать. Çавăнпах ăçта кăна çитсе курмарĕ вăл, кампа кăна тĕл пулса калаçма тỹр килмерĕ унăн. Николай Павлович юлашки çулсенче виççĕмĕш комплекслă бригадăра механик, заправщик, учетчик пулса ĕçлет. Мĕн чухлĕ çамрăка техникăна алла илме пулăшмарĕ-ши вăл. Трактор çинчен анмĕччĕ Николай Чернов, анчах чĕри нăйкăшмасăр тăраймасть-çке. Операци сĕтелĕ çинче выртнă хыççăн тухтăрсем ăна çăмăлрах ĕç шырама ыйтрĕç. 50 çула яхăн тăван хуçалăхра вăй хурать Николай Павлович. Юбиляр паян сумлă кĕрекене ларать. Юратнă мăшăрĕпе, Галина Ардалионовнăпа, виçĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Мăшăрĕ "Росгосстрахра" агент пулса тăрăшать. Маринăпа Саша, Володя та пурнăçĕсене ялпах çыхăнтарнă. Виççĕшĕ те Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте ăсталăхĕсене туптаççĕ. Черновсен тăватă мăнук. Вĕсем пĕринчен тепри çивĕч. Саша ывăлĕн ачисем аслашшĕ çумĕнчен каймаççĕ, пĕчĕккĕллех техникăпа кăсăкланаççĕ. Çакна курса-пăхса тăракан Николай Павлович чун-чĕринче ăшă пулса кайрĕ: апла пулсан Черновсен ĕçне малалла тăсакансем пур...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика