21 марта 2009 г.
Çак темăпа иртрĕ Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ашшĕсен пухăвĕ. Атте _ çемье тĕрекĕ, çĕршыв хỹтĕлевçи. Вăл ачишĕн пурнăçра тĕслĕх пулса тăни _ ача-пăчана пăхса ỹстерес ĕçре пысăк вырăн йышăнать. 6-мĕш класс ертỹçи Н.Казакова килте тĕл пулакан харкашусен сăлтавĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ачана ăнланма тăрăшманни, хамăра вĕсен вырăнне лартманни, ачасем аталанса çитĕнсе пынă тапхăрта чи çывăх юлташĕ пулманни, хамăр ĕçсене хаклама пĕлменни _ йăнăш. Çавăнпа ачасен çитĕнĕвне, аталанăвне тĕрĕс çулпа ярас тесен хамăрăн улшăнмалла. Хăвна ху воспитани пани вăл _ шалти туйăмсене, характера, кăмăла тăтăш лайăхлатса пыни. Çакă вăл ашшĕ-амăшне хăйĕн ачисене _ пĕчĕккĕ-и вĕсем е пысăк _ лайăх тĕслĕх кăтартни пулать. Педагогикăри çак пурне те паллă тĕслĕхе Л.Н.Толстой питĕ лайăх уçса панă: "Табак туртакан, эрех ĕçекен, апат чыхса тултаракан, ĕçлемесĕр иртĕхсе пурăнакан çын кайран тухтăртан хăйне сывлăхлă тума ыйтни кулăш пекех. Пурнăçра ашкăнса пурăнакан ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăл-хĕрне чипер, йĕркеллĕ пулма хистени те кулăшла. Воспитани ĕçĕ вăл хăвăн йăнăшусене ытларах та ытларах йышăнса вĕсене тỹрлетни пулса тăрать". Пуçламăш класри ачасене вĕрентекен В.Журавлева ача-пăчана тĕрĕс пăхса ỹстерес ĕçре ашшĕ ачишĕн пурнăçра тĕслĕх пулса тăмалли çинче чарăнса тăчĕ. Ашшĕ йĕркесĕрри _ ачисемшĕн питĕ пысăк инкек. Ун пек ашшĕсем ачисен пурнăçне пăснипе, воспитани ĕçне сиен кỹнипе килĕшсе тăма юрамасть. Ачасем хăйсене йĕркеллĕ тытчăр тетпĕр пулсан, пирĕн хамăрăн та кашни кун, кашни сехетре, кашни самантрах ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Ырă йăласене чăтăмлăн та çине тăрса вĕренмелле. Хамăра лăпкă тытмалла, сăмаха каличчен, ĕç тăвиччен шухăшлама хăнăхмалла. Ытти çынсем хамăр çинчен каланине шута илмелле. Кун пирки Николай Островский акă мĕн каланă: "Йĕркеллĕ пулма вĕренес тесен, хамăра хамăр ним хĕрхенмесĕр суд тумалла: çитменлĕхсене, кăлтăксене палăртса эпĕ хама хам хурламастăп-и тесе тăмалла мар, вĕсене пурне те тĕрĕс хак парса хăвăнтан ху çирĕп ыйтмалла: "Эпĕ вĕсемпе килĕшме пултаратăп-и е çук?". Пуху вĕçĕнче ашшĕсем пушă вăхăтра ачасене вĕренỹре пулăшса пыма, пĕрле вăйăсем выляма, йĕлтĕрпе ярăнма калаçса татăлчĕç, кашни уйăхрах ашшĕ-амăшĕсен вĕрентĕвне йĕркелес терĕç. Çемье пуçĕсем киле тулли кăмăлпа саланчĕç.