Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕçĕ вĕренекенĕсенче палăрать

18 марта 2009 г.

Ăста учитель Курнавăшри Зоя Николаевнăпа Николай Ильич Светопольскисен туслă çемйинче ултă тĕпренчĕк шăкăл-шăкăл калаçса çитĕннĕ. Асли _ Светлана. Аппăшĕ хыççăн кĕçĕннисем те кĕнеке вулама юратнă, ал ĕçĕпе аппаланнă. Ашшĕпе амăшĕ ир пуçласа мĕн каçчен хуçалăх уй-хирĕнче тăрăшнă. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене Светлана ытларах "шкулла" выляттарнă. Учительница пулас ĕмĕтпе çунатланнă хĕр ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах аслă пионервожатăя вырнаçнă. Аслă пионервожатăйра ĕçленĕ вăхăтра Шупашкарти пединститутăн биологи факультетне вĕренме кĕрсе биологи учителĕн специальноçне алла илнĕ. Сакăр вуннăмĕш çулсенче Светлана Николаевна ертсе пынă ача-пăча организацийĕ районта малтисен ретĕнче пулнине конкурссенче çĕнтерсе илнĕ Тав хучĕсем çирĕплетсе параççĕ. Районти пионерсемпе ачасен çурчĕн директорĕ В.Таллеров (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Курнавăш шкулĕнчи ачасен организацине яланах тĕслĕх вырăнне хунă. Паллах, ку ĕçре С.Прохорован тỹпи пысăк. Вăл çулсенче пирĕн шкул, ыттисем пекех, хушма хуçалăх тытнă. Светлана Николаевна ертсе пынипе вĕренекенсем кроликсем ĕрчетнĕ, сыснасем усранă. Столовăй аш-какайран татăлман. Шкулти ачасен организацине тивĕçлĕ шайра ертсе пынипе С.Н.Прохорова вожатăя 1986 çулта "Орленок" пионерлагере канма янă, Пĕтĕм Союзри пионерсен организацийĕн Тĕп Совечĕн Хисеп хучĕпе чысланă, вожатăй-инструктор ят панă. 1986 çултанпа Светлана Николаевна тăван шкулта хими предметне ертсе пырать. Çирĕм виçĕ çул хушшинче хăйĕн ĕçне чунтан парăннă педагогăн вĕренекенĕсем хими предмечĕпе тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче лайăх енчен нумай кăтартнă. 2006 çулта районти конкурсра С.Немцев (11-мĕш класс) _ иккĕмĕш, 2007 çулта Т.Кузнецова (11-мĕш класс) _ виççĕмĕш, Н.Семенов (9-мĕш класс) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Шупашкарта иртекен олимпиадăра ялти шкулсем хушшинче пĕлтĕр Е.Николаева (9-мĕш класс), Н.Семенов (10-мĕш класс), Т.Прохорова (11-мĕш класс), кăçал Е.Николаева (10-мĕш класс) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илни те пысăк ỹсĕм. Иртнĕ çул Ырă ĕçсен çулталăкне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче унăн вĕренекенĕсем Н.Васильевăпа К.Смирнова пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Республикăри конкурссенче палăрнă Е.Кудряшован, О.Енедерован, Т.Кузнецован, А.Корнилован çитĕнĕвĕсенче Светлана Николаевнăн тỹпи пысăк. С.Прохорова вĕренекенĕсем кашни çулах аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Врач, медицина сестрин специальноçне илекен хĕрсем юратнă учительницине кашни уяврах саламлаççĕ. Акă, А.Ижедерова, Т.Порфирьева, Т.Светопольская, Н.Федорова, П.Иванова, А.Платонова _ медиксем. Хими предметне юратнăранах шурă халатлă ĕçченсем пулса тăчĕç вĕсем. Сăпайлă, ăшă чунлă Светлана Николаевнăн урокĕсене итленĕ май тарăн шухăша путатăн: епле çỹллĕ шайра ирттерет вĕсене ăста та пултаруллă вĕрентекен. Тĕрлĕ формăпа, пуян содержанипе йĕркеленĕ урокра кашни ача тимлĕ ларать, ĕçлет. Вĕрентекен уроксенче çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курать. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул хими кабинечĕ 215 пин тенкĕлĕх оборудованипе пуянланчĕ. Ун хыççăн педагогăн ĕçлес хастарлăхĕ тата ỹсрĕ. Ĕçтешĕн тавра курăмĕ анлă. Хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсе пырассишĕн çĕнĕлĕхсемпе паллашать, вĕрентỹ пособийĕсем вулать, ятарлă курссенче ăсталăхне ỹстерет, компьютера лайăх пĕлет. Пултаруллă ертỹçĕ Светлана Николаевна тăххăрмĕшсен руководителĕ. Класра 20 вĕренекен. Курнавăшсем çеç мар, Тĕмер, Тăрăм, Анатри Тимеш, Ĕнел ял ачисем вĕренеççĕ унта. Класс ертỹçи кашни ачапа пĕр чĕлхе тупать. Класс тулашĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе вĕсене пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнма майсем туса парать. Тăххăрмĕшсем шкулти ăмăртусене те хаваспах хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем хамăр районти шкулсенче вĕренекен тăххăрмĕш класс ачисене тĕл пулăва чĕнчĕç. Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Чăваш Тăрăм, Тĕмер, Çуткỹл, Аслă Таяпа шкулĕсенче вĕренекенсем шкулпа тĕплĕн паллашрĕç, чылайăшĕ малалла кунта вĕренме кăмăл тунине те пытармарĕç. Тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç вĕсем, çĕнĕ вăйăсем вĕренчĕç, тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç. Тăххăрмĕшсем "Грация" ташă фестивалĕнчен те пăрăнса юлмаççĕ. Ташăсене Светлана Николаевна хăйех лартать. Класс ертỹçи мероприятисем ирттернĕ çĕрте вĕренỹ отличникĕсем пулăшса пынине те пĕлтерет. М.Ефимова, А.Исаева, А.Сусликова, А.Курчин, Н.Константинова _ класа мала çĕклекенсем. Светлана Николаевна ылтăн алăллă педагог пулнине те пытараймăн. Пиллĕкмĕшсене технологи предметне вĕрентет вăл. Районта, республикăра иртекен конкурссенче унăн вĕренекенĕсем алă ĕçĕпе яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те тĕрлеме, çыхма, çĕлеме ăста. Çак ĕçе пире Светлана Николаевна вĕрентнĕ. Ỹркенмест вăл, ялти хĕрарăмсене те çак енĕпе ырă сĕнỹ-канаш парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика