18 марта 2009 г.
Сысна хăвăрт ỹссе çитĕнет, йышлă çăвăрлать. Çавна май ĕçе пĕлсе йĕркелесен вĕсене ĕрчетни усăллă, тупăшлă. Ахальтен мар ялта уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем пурте тенĕ пекех хĕлĕн-çăвĕн сысна усраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене илес пулсан, хальхи вăхăтра вĕсене 13 хуçалăхра ĕрчетеççĕ, районĕпе 9537 пуç (иртнĕ çулхинчен 13 процент сахалрах) сысна шутланать. Вĕсен хисепĕ мĕншĕн чакнă? Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем сысна ĕрчетнинчен тупăш илес вырăнне тăкак тỹсеççĕ. Районĕпе сыснасен хисепĕ чакса пынин пĕрремĕш сăлтавĕ шăпах çакăнта. Иртнĕ çулхи экономика кăтартăвĕсене тишкернинчен те çакă яр уççăн курăнать: асăннă 13 хуçалăхран иккĕшĕ анчах сысна ĕрчетнинчен тупăш илнĕ, ыттисем тăкаклă ĕçленĕ. "Эмметево" ОООра унăн тупăшлăх пайĕ 51 процентпа, "Прогресс" ЗАОра 41 процентпа танлашнă. Сысна ĕрчетни тупăшлă пултăр тесен малашне çак ĕçре çĕнĕ мелсемпе усă курмалла. Сыснасене пĕр талăкра вăтамран 500-600-шар грамран кая мар ỹт хуштарсан анчах отрасль тупăш кỹрĕ. Кăтартусене тивĕçлĕ шая çитерес тесен вĕсене тырăпа анчах тăрантарни çителĕксĕр. Витаминлă, минераллă хутăшсемпе усă курса тырра комбикорм туса çитерессине тĕп вырăна хумалла. Ку енĕпе уйрăмах курăмлă ĕçлесе пысăк кăтартусене çывхартма пултарнă "Эмметево", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсенче çак мелпе усă курнă та ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра "Комбайн", "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсенче те ятарлă агрегатсемпе усă курса сыснасене вырăнта комбикорм туса çитерессине ĕçе кĕртнĕ. Çакăн усси куç умĕнче _ кăтартусем ỹссе пыраççĕ. Малашне ытти хуçалăхсенче çак мелсемпе анлăн усă курмалла. Тырра йỹнĕ хакпа сутиччен унран вырăнти условисенче комбикорм хатĕрлемелле. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе витаминлă минераллă хутăшсемпе усă курса хатĕрленĕ комбикормпа тăрантарнин усси ытларах пулмалла. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра сысна ашне нумай ыйтаççĕ, унăн хакĕ те пĕчĕк мар. Çу сийĕ сахал пулакан ландрас, йок-шир ăратсенчи сысна ашне рынокра тата пысăкрах хак параççĕ. Апла пулсан, вĕсене ытларах ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Акционерсен "Прогресс" обществин Патреккелти ферми, пĕлетпĕр, ландрас ăратри сыснасене ĕрчетессипе ĕçлекен ятарлă хуçалăх шутланать. Производствăна аталантарас, тупăшлăх пайне ỹстерес тесен выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче сĕт, аш-какай туса илни анчах çителĕксĕр,сысна ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Чи малтан, май пур таран вĕсен хисепне ỹстересси çинчен шутламалла. Пĕр-пĕр хуçалăхра 800-1000 пуçран кая мар сысна пулмалла. "Рассвет", "Свобода", "Колос", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсенче хальхи вăхăтра вĕсен йышне çак шая çитерме мĕнпур услови пур. Ун хыççăн фермăсенче çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарасси çинчен, çапла майпа производствăна ỹстерсе пырса тупăшлă ĕçлесси çинчен шухăшламалла.