14 марта 2009 г.
Тĕнчери финанс кризисĕн палăрăмĕсенчен пĕри _ çынсем ĕçсĕр тăрса юлни. Вăхăт таппи районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçĕнче те улшăнусем кĕртрĕ. 2008 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру, пĕтĕм çĕршыври пекех, йывăрланса пычĕ: штатсене чакарасси, çынсене тулли мар ĕç кунĕ çине куçарасси вăй илчĕç, халиччен Мускавра е ытти хуласенче ĕçлесе пурăнакан çынсем те яла таврăнчĕç, ĕçсĕррисен ретне тăчĕç. 2008 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Елчĕкри ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр 234 çынна шута илнĕ пулсан, кăçал çак вăхăтра 341 çын учетра тăрать. Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕреклĕхне ỹстерес тĕллевпе 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кỹмелли тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн пирĕн республикăна 526,3 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутран пирĕн района _ 5,5 миллион тенкĕ. Палăртнă суммăна районти 42 хуçалăхпа учрежденире вăхăтлăх 344 ĕç вырăнĕ туса виçĕ уйăх таран ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене 4330-шар тенкĕ тỹлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси пирки учрежденисемпе килĕшỹсем тăвать. Çавăн пекех хăйсен ĕçне йĕркелес тĕллевлĕ ĕçсĕр граждансене хỹтĕлеме 108,8 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă программа пулăшнипе организацисенче рабочи кадрĕсене сыхласа хăварма кăна мар, вĕсен квалификаци шайне ỹстерме, пĕчĕк бизнеса тивĕçлипе аталантарма çĕнĕ мелсемпе условисем пулаççĕ.