14 марта 2009 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2009 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 23-мĕш номерлĕ йышăну тунă. Унпа килĕшỹллĕн 2010 çулта Пĕтĕм Раççей шайĕнче пулса иртекен халăх çыравне тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Правительствин комиссине йĕркеленĕ. Çак йышăнура Правительство комиссийĕн ĕç йĕркине те çирĕплетнĕ. Комисси хăйĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе, Раççей Федерацийĕн 2002 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăя кĕнĕ 8-ФЗ номерлĕ "Пĕтĕм Раççей шайĕнчи халăх çыравĕ çинчен" Саккунĕпе, Раççей Федерацийĕн ытти саккунĕсемпе тата нормативлă право акчĕсемпе, Чăваш Республикин Конституцийĕпе, Чăваш Республикин саккунĕсемпе, нормативлă право акчĕсемпе тата комиссин йĕркипе килĕшсе пурнăçласа пырать. Комиссин тĕп тĕллевĕ халăх çыравне ирттерсе ярас яваплă ĕçре Чăваш Республикинчи тĕрлĕ шайри ĕç тăвакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси, çыравпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парасси тата йышăну тăвасси пулса тăрать. Иртнĕ кунсенче Правительство комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва комисси членĕсем, районсенче йĕркеленĕ халăх çыравĕн комиссийĕсен председателĕсем тата Чăвашстатăн сотрудникĕсем хутшăннă. Ларура Правительство комиссийĕн 2009 çулта ĕçлесе пымалли ĕç планне çирĕплетнĕ, Комисси членĕсен тивĕçĕсене, Чăваш Республикинче халăх çыравне палăртнă, хатĕрленсе туса ирттермелли информаципе ăнлантару ĕçĕсен планне çирĕплетнĕ.