14 марта 2009 г.
Ỹркенмен ăста пулнă тесе калас килет Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче уçăлнă çĕнĕ выставка авторĕ пирки. Темĕнле ăста та пур çав çĕр çинче. "Кивĕ замокăн юмахĕсем" курава сăн ỹкерчĕксенчен йĕркеленĕ. 30 ỹкерчĕкрен тăракан куравăн хуçи вара иртнĕ ĕмĕрте Сахалин утравĕн кăнтăр енчи Маока хулинче çуралнă Владимир Асмирко. Унăн ачалăхĕпе яшлăхĕ тинĕс хĕрринче иртнĕ. Улттăмĕш, çиччĕмĕш классенче вĕреннĕ чухнех ỹкерес ăсталăхĕ аталанма пуçланă унăн. Асамлăх вăрттăнлăхĕ паянхи кун та пĕрре те чакман. Владивостокри политехника институтĕнчен вĕренсе тухсан хĕсметре пулнă. "Дальтелефильм" студипе çывăхланни унăн пултарулăхĕн пуçламăшĕ тесен те йăнăш пулмасть. Çулсем иртнĕçемĕн Владимир Асмирко Владивостокри тĕрлĕ телестудисенче оператор, фотограф пулса ĕçленĕ, юлашки çулсенче Мускаври Останкинора операторта тăрăшать, куçăмлă майпа вĕренсе режиссер пулма ăнтăлать. _ Маншăн Мускав чи юратнă хула, кунта ỹкернĕ кинофильмсем темрен те паха, _ тесе çырать вăл хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă май. В.Асмиркон выставкисем тĕрлĕ хуласенче иртнĕ. Халĕ пирĕн района çитнĕ. Унсăр пуçне фотографăн "Листы Сада Индии", "Хризантемы из страны Ямато", "Храм по имени Россия" фотокуравĕсене те куракансем хапăлласа йышăннă, çак куравсемпе пирĕн тăрăхра пурăнакансене те паллаштарма май пур. Хăйне майлă пултарулăхне аталантараканăн чăвашра юлташсем нумай. Акă, пирĕн музейра курава уçма унăн çывăх юлташĕсем _ Т.А.Асламас, Р.П.Тимофеева, Ю.Е.Александрова, Н.М.Вострова хутшăнчĕç. Татьяна Анисимовна Асламас (Анисим Асламас композиторăн хĕрĕ) Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче тата культура институтĕнче преподаватель пулса ĕçлет, вăлах Кемерево хулинчи "София" ятлă наукăпа культурăна тата искусствăна пулăшакан обществăлла организацин регионсем хушшинчи представителĕ. Куравра сăн ỹкерчĕксемпе пĕрлех тĕлĕнмелле кĕнекесемпе паллашма пулать. Вĕсен авторĕ _ Зиновья Васильевна Душкова. Вăл ытларах юмахсем çырать. Зиновья Васильевна _ писатель, историк, пĕтĕм тĕнчери тĕнсен тĕпчевçи, çул çỹревçĕ. Вăл нумай çĕршывра пулса курнă, 50 ытла кĕнеке çырнă. Унăн кĕнекисене Францире, Бельгире, Германире, Англире, Италире, Мароккора, Украинăра пичетленĕ. З.В.Душкова Молдавире çуралнă. Унăн амăшĕ чăваш, ашшĕ гагауз çынни пулнă. Çыравçă Чăваш Республикипе çыхăнăва татмасть. Унăн юмахĕсене вырăсларан Валентина Русова куçарнă. "Çăлаканăмăр çинчен" _ авторăн чăвашла пичетленнĕ пĕрремĕш кĕнеки. 60 страницăран тăракан кĕнекене ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ. Юмахсен кĕнекипе куравра паллашма пулать. "Кивĕ замокăн юмахĕсем" курав пуш уйăхĕн вĕçĕччен ĕçлет. Вăл ватти-вĕтти валли те кăсăклă.